Выльăх пур – тупăш кур
ŸРКЕНМЕН, ĕçчен çемьесем пурăнаççĕ Çĕнĕ Чукалта. Кăмака çинче выртсах пурнăçа малалла ярайманнине лайăх ăнланаççĕ ял çыннисем: выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Сергей Ильичевах илер-ха, акă. Унăн хушма хуçалăхне чăннипех пĕчĕк ферма теме пулать. Çемье картишĕнче – сăвăнакан виçĕ ĕне, тăватă пăру, çичĕ сурăх, тăватă сысна, çирĕм ытла кролик тата вунă хур. Çакăн чухлĕ «ферма» тытма сахал мар тар тăкма тивет: ĕçсем ирпе ирех пуçланаççĕ те, каçченех пыраççĕ: апатлантармалла вĕсене, шăвармалла, çуллахи вăхăтра кĕтĕве хăваламалла, тислĕкне тасатса ай сарăмне улăштармалла. Çу каçа выльăх апачĕ те хатĕрлемелле тата: утă-улăм, фуражĕ те сахал мар кирлĕ. Çитеймесен – туянма та тивет. Ялти Петр Угарин çемйи те ĕçченлĕхпе палăрса тăрать. Ку çемьере те хальхи вăхăтра икĕ ĕне, виçĕ пăру, çичĕ сысна, вун тăватă сурăх, вун икĕ хур тытаççĕ. Тăрăшмасăр, вăй хумасăр çак йыша тытса тăраймăн. Ку ĕçре, Ильичевсенни пекех, ачасем пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсем ĕçе хăнăхса ÿсни ашшĕ-амăшне те савăнтарать. Н.УЛЮКОВ. |