Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йăлтах хамăртан килет

ИРТНĔ шăмат кун районта ял тăрăхĕсенчи ялсенче тирпей-илем шайне тĕрĕслес тĕлĕшпе ятарлă рейд иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев ертсе пыракан комисси кашни ялтах пулса курчĕ темелле. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн пайсен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем çак кун ялсенче социаллă объектсене çитсе курчĕç, вĕсенчи лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕç.

Ялсен социаллă инфраструктури те, шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрлени те кăсăклантарчĕ комиссие. Ял сăн-сăпатне кăтартаканни – урамсем. Рейда хутшăннисем урамсенче çÿп-çапа мĕнлерех пуçтарнине, çум курăксене çулса тасатассине, выльăх-чĕрлĕхе ирĕкре çÿретнипе çÿретменнине те шута илчĕç. Çулсем мĕнле шайра тата; Социаллă объектсен таврашĕнче пурте йĕркеллĕ-и; Комисси çакна та тĕплĕн тĕрĕслерĕ. Паллах, лайăххи те нумай, çав вăхăтрах çитменлĕ-хсем те çук мар. Кăлтăксене пĕтерме нумаях та кирлĕ мар – яваплă çынсем тăрăшни, хăшĕсенчен çирĕпрех ыйтни çеç кирлĕ. Çаксене шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ ертÿçĕсене ку тĕлĕшпе яваплăха ÿстермеллине палăртрĕ.

Комисси шкулсене те çитсе курчĕ. Хальхи вăхăтра икĕ çĕрте тĕп юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Пĕри – Пуянкассинче. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ парас ĕçе модернизацилемелли планпа килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсем валли 2420 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Унпа çи виттине, урайсене, чÿречесене улăштарма, канализаципе туалетсем тума палăртнă. Кивĕ Чукалти шкулта та юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ пекех.

Шкулсенчи котельнăйсем еплерех шайра пулни те кăсăклантарчĕ. Вĕсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленесси штатлă режимпа пырать. Тен, хушма топливо та кирлĕ пулĕ.

Районта культурăпа кану çурчĕсене те юсаççĕ. Кивĕ Чукалтах, акă, халĕ чÿречесемпе алăксене, урайне, çурт тăррине çĕнетеççĕ. Çакăн валли 800 пин тенкĕ укçа уйăрнă. 600 пинĕ – республика бюджетĕнчен. Палтиелĕнче культурăпа кану центрĕ те юсав ĕçĕсене хатĕрленет.

Рейд вĕçленсен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ялсене тирпей-илем кĕртес опытпа паллаштарчĕç, ку тĕлĕшпе умра тăракан тĕллевсене сÿтсе яврĕç. Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев çакна палăртрĕ: «Тирпей-илем тăвасси йăлтах хамăртан килет, ăнланулăх çеç кирлĕ».

И.ХУРАСЬКИНА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 июля 2013
14:41
Поделиться