Епископ пирĕн тăрăхра пулнă
Хусан хулинче Турă Амăшĕн сăнĕ курăннă кун, июлĕн 21-мĕшĕнче, района Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор килсе кайнă. Вăл малтан Кивĕ Шăмăршăри Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕн ячĕллĕ чиркÿре пулнă, районти пачăшкăсемпе пĕрле литурги ирттернĕ, Хĕреслĕ çула тухнă. Шăпах çак кун кунти чиркÿ уçăлнăранпа 10 çул пулнă. Ун хыççăн Виçпÿ- рт Шăмăршăри чиркÿ пулнă çурта çитсе курнă, кунти ĕç-хĕлпе паллашнă. Хальхи вăхăтра ăна çĕнĕрен уçас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Юлашкинчен Шăмăршăра çĕкленекен чиркĕве килсе курнă. Кунти ĕçсемпе Николай протоиерей паллаштарнă.
"Шăмăршă хыпарĕ"