Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕрремĕш бункерсем, малтанхи гектарсем

Пĕрремĕш бункерсем, малтанхи гектарсем

 

МАЛТАН тăри, кайран путене сассиллĕ пулнă уй-хирсем комбайнсен кĕрлевĕн шавĕ- пе тулма пуçларĕç: çурхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ çĕр ĕçченĕсем вырмана кĕтсе илчĕç. Районта ĕç çи каçалăкне кăçал чи малтан «Мир» хупă акционерсен пĕрлĕхĕнче уçрĕç.

– Пилĕк комбайн ĕçлет хирте, пурте ДОНсем, – кăмăллăн пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи З.Афиятуллов. – 100 гектар ытла ыраша пухса илтĕмĕр те ĕнтĕ.

Кунта пĕрчĕллĕ культурăсене тÿрреммĕн пухса çапаççĕ. Ку меслет ĕçе чылай хăвăртлатать, тăкаксем те сахалтарах. Тухăçа, çанталăка кура, кăçал пысăках тееймĕн – гектар пуçне 20 центнер патнелле. Çавăнпах «уй-хир карапĕсене» тĕплĕн герметизацилеме тăрăшнă.

Данил Невметов, Сергей Матвеев, Азам Садретдинов, Анатолий Матвеев – опытлă комбайнерсем. Сергей Матвеев, сăмахран, 1984 çултах штурвал умне ларнă та, унтанпа пĕр вырмана та сиктермен темелле. Кăçал вăл Владимир ывăлĕпе ĕçлет.

Кăçалхи çĕнĕ çулхи тухăçăн пĕрремĕш бункерне Данил Невметов пушатнă, хиртен йĕтем çине Энвер Курапаткин водитель малтанхи рейс тунă. Тырă турттарнă çĕрте çавăн пекех Яткер Вахитов татăрăшуллă. Виççĕмĕш çул тивĕçлĕ канура пулин те, вăл хăйĕн ЗИЛ-130 автомашининчен, тăван уй-хир ытамĕнчен уйрăлма васкамасть-ха.

Халĕ çĕнĕ йышши комбайнсем улăма копнительсене хурса пымаççĕ – вăл паккуссем пулса тăсăлать.

– Улăма преслатпăр, сая кайма памастпăр: хĕл хырăмĕ аслă вĕт, – тет Зефер Халиуллович. – Халăха та валеçсе парăпăр.

Хуçалăхра вырмана хутшăнакансене ĕç вырăнĕнчех апатлантарассине йĕркеленĕ. Резине Фасхутдинова хатĕрлекен блюдăсемпе пурте кăмăллă:

– Ресторан-кафе аякра тăччĕр, – теççĕ комбайнерсемпе водительсем.

Кăçал палтиелсен тĕш-тырăсене 2250 гектар çинчен пухса кĕртмеллеччĕ. Шел пулин те, шăрăха чăтайманран 250 гектар çурхи тулла, 70 гектар урпана пăрахăçлама тивнĕ.

Йĕтем çинче те хĕрÿ ĕç пырать: рабочисем ыраша тÿрех тасатма тăрăшаççĕ.

Сăмах май, «В.Н.Павлов» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тыр çи пуçланнă. Кунта хальлĕхе 5 гектар пăрçана пухса çапнă. Тухăçĕ – гектар пуçне 12 центнер патнелле.

В.МИХАЙЛОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июля 2013
14:58
Поделиться