Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тыр-пула – таса кĕлетсене

ХУÇАЛĂХСЕНЧЕ вырма умĕн сахал мар ĕç туса ирттерме тивет. Çĕнĕ тухăç мĕнлерех упранасси вара кĕлетсем мĕнле пулнинчен те нумай килет. Çакна шута илсе районти тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче вĕсене дезинфекци тăвас ĕçсем пыраççĕ. Хальлĕхе «Исток» ОООри 1, «Искра» СХПКри 3, «Восход» СХПКри 5, «Мир» ЗАОри 3 складсенче тыр-пула хурт-кăпшанкă сиенлес хăрушлăх çук. Ку ĕçе Шупашкартан килнĕ ятарлă бригада хăйсен установкисемпе, хими препара- чĕсемпе пурнăçларĕ.

Çитес кунсенче «Шанс» ОООра 2, «Карлинская» Агрофирмăра» 1, «Хлюкин» КФХра 2 тата «Макаров» КФХра 1 склада дезинфекци тума пуçăнатпăр.

Районта çавăн пекех кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене апробаци тăвас ĕçсем те пыраççĕ.

И.ЯКУШОВ,

Россельхозцентрăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Шăмăршă районĕнчи филиалĕн ертÿçи.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 июля 2013
14:49
Поделиться