Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кредит илни пулăшать

ÇĂМĂЛЛĂХЛĂ кредитсем илни килти хушма хуçалăхсене аталантарма пулăшни çынсемшĕн тахçанах лайăх паллă. Çакă «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци программине пурнăçлама та май парать. Ялсенче пурăнакансем çак укçана ытларах чухне ял хуçалăх продукцийĕ туса илес тĕллевпе илеççĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта кăна 476 килти хушма хуçалăх 128, 4 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ку енĕпе Шăмăршă, Палтиел, Карапай Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел, Васан ял тăрăхĕсенче пурăнакансем активлăрах пулни курăнать.

Сăмах май, маларах асăннă проекта пурнăçа кĕртме пуçланăранпа районти 5486 хушма хуçалăх 1058,3 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ.

В.НИКОЛАЕВ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 июля 2013
14:49
Поделиться