Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Артист парни

СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев Виçпÿрт Шăмăршă ял библиотекине пысăк парнепе савăнтарчĕ. Валерий Николаевич хăйĕн килĕнчи кĕнекисене пире парнелерĕ. Унăн парни пирĕншĕн питĕ хаклă. Вăл çуралнă тăрăха манманни, ырă кăмăллă пулни çакăнтан палăрать. Эпир ăна пархатарлă ĕçĕшĕн чĕререн тав тăватпăр, ăнăçусем сунатпăр.

Л.ЕГОРОВА,

библиотекарь.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 июля 2013
14:52
Поделиться