Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район уй-хирĕсенче

Çу кунĕсем – ял ĕçченĕсемшĕн чăннипех хĕрÿ тапхăр. Вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлесе хăварни выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма май парĕ. Тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсене çеç мар, килти хушма хуçалăхсене те пырса тивет çакă.

Ĕнерхи кун тĕлне районта нумай çул ÿсекен курăксене пĕтĕмпех, 100 проценчĕпех пĕрремĕш хут çулса пĕтернĕ.

Паха утă – выльăх тутă, тенĕ. Çак чăнлăха шута илсе районта çителĕклĕ чухлĕ утă хатĕрлесе упрама хунă. Выльăхсене сĕтеклĕ апат та кирлĕ. Хальлĕхе тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче 1317 тонна сенаж хывнă. Пĕтĕмлетсе каласан, хĕл валли выльăх апачĕ ытлашшипех çитмелле.

Кĕр аки те инçех мар – вăхăт çĕр хатĕрлеме, хура пусăсене ĕçе кĕртме хистет. Ĕнерхи кун тĕлне ку ĕçе çич çĕре яхăн гектар лаптăк çинче пурнăçлама ĕлкĕрнĕ.

Хуçалăхсем, вăл шутра хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те вырмана хатĕрленеççĕ, тыр-пула пухса кĕртмелли, тырра тасатса сортлакан техникăпа агрегатсене юсаççĕ. Тыр çине тĕрлĕ маркăллă вăтăра яхăн комбайн хутшăнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 июля 2013
14:36
Поделиться