Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хаксем – енчĕке кура

Кашни юн кунах Шăмăршă урамĕсемпе çĕршер çын утать: пурте пасара васкаççĕ. Вăл вара кĕрлесе çеç тăрать: укçу çеç пултăр – темĕн те туянма пулать.

Вăрмана кайма вăхăт çук е вăрăм тунасене çырттарас килмест – витре йăт та пасара васка. Кунта 5 литрлă савăтра çĕр çырлине 500 тенкĕпе сутаççĕ. Хура çырлан 1 литрлă савăчĕ вара хаклăрах – 250 тенкĕ таранах. Хĕрлĕ хурлăхан – 1 литрлă савăтшăн 100 тенкĕ, хуришĕн те çавăн чухлех ыйтаççĕ, шурри вара – 120 тенкĕ. Хăмла çырли те пур, 1 литрлă савăт – 200 тенкĕ.

Сливăпа черешня та сĕнеççĕ сутуçăсем. Вĕсене пĕр килограмшăн 50-150 тенкĕ парса туянма пулать.

Пахча çимĕç те сахал мар. Хăшĕсен, акă, ир пулакан çĕр улми ĕлкĕрнĕ. Пĕр килограмĕ 25 тенкĕ те, çавăнпах ăна туянас текенсем питех курăнмарĕç: ахăртнех, çынсем хак чакасса кĕтеççĕ. Помидор – 50 тенкĕ, хăяр – 30. Тутлă пăрăç е баклажан кирлĕ – 60 тенкĕ кăларса хур, купăста яшки çиес тесен 25 тенкĕ ан шелле. Сухан çĕр чиртен сыхлать тесе-ши уншăн 28 тенкĕ ыйтаççĕ. Арбуз кăмăллакансемшĕн унăн пĕр килограмĕ 20 тенкĕпе танлашать. Кирлĕ – ил, çук – никам та ирĕксĕрлемест.

Аш-какай сутакансен речĕ те тулăх. Иртнĕ пасарта, тачкалăхне кура, сысна какайне 150-180 тенкĕпе илме май пурччĕ. Сысна урисен пĕр килограмĕ – 50 тенкĕ, чăх тукмакĕ – 100, пĕвер – 120, рагу – 80, сысна тата ĕне ашĕсен фаршĕ – 220, сало – 100.

Улма-çырла пиçнĕ тапхăрта сахăр песукне туянакансем те йышлă, çынсем унăн пĕр миххишĕн 1400 тенкĕ шеллесе тăмаççĕ. Чи пысăк сортлă çăнăхăн пĕр миххи – 950, пĕрремĕш сортлин – 850 тенкĕ. 10 килограмлă ыраш çăнăхĕн пĕр хутаçĕ 200 тенкĕ тăрать. Пыл (3 литр) – 1600 тенкĕпе танлашать.

Хальхинче пасарта автан авăтни илтĕнмерĕ, ун вырăнне уншăн тунсăхланă 200-шер тенкĕ тăракан чăхсем çине-çинех кăтиклерĕç. Çак хушăра вĕсенчен хăшĕсем çăмарта тума та ĕлкĕрнĕ имĕш, 45 талăкри пĕр бройлер – 150 тенкĕ, талăкри чăх чĕппи – 50. Икĕ уйăхри кăвакалшăн 200 тенкĕ ыйтатчĕç.

Тĕлĕнтермĕш: кăвакал-хур текен кайăк та пур иккен. Зоотехник мар та, вăл мĕнлерех ăрат пулнине тавçăраймарăм. Пĕр уйăхри – 120 тенкĕ.

Сĕт хакĕ улшăнман: 1,5 литр савăтли çав-çавах 30 тенкĕ. Тăпăрчă 100 тенкĕ. Çав вăхăтрах çăмарта хакланни курăнать: теçеткишĕн 50 тенкĕ ыйтаççĕ.

В.НИКОЛАЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 июля 2013
14:50
Поделиться