Экскурсире
Нумаях пулмасть Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 5-мĕш класра вĕренекен ачасем Чулхула облаçĕнчи Дивеево ялне кайса килнĕ. Унта вĕсем хитре вырăнсене курса çÿренĕ, çăлра шыва кĕнĕ. Каялла килнĕ чухне, Чулхуларан 250 км. вырнаçнă вырăс ялне, Болдинона кĕрсе тухнă. Вăл ялта вырăссен паллă çыравçи А.С.Пушкинăн ашшĕн çурчĕ сыхланса юлнă. Александр Сергеевич ку хуçалăхра пурăннă вăхăтра нумай произведени çырнă. Болдино ялĕ паянхи кун Пушкин заповедникĕ шутланать. Унта яланах туристсем килсе çÿреççĕ. Пушкин Болдини Раççейри таса та чаплă вырăнсенчен пĕри. Васан ачисене те Болдино ялĕ питĕ килĕшнĕ. Унти çуртсем те, сывлăшĕ те ĕлĕкхи вăхăта аса илтерни çав вăхăта кайнăнах туйăннă. Тăван яла таврăнсан тус-юлташĕсене, ашшĕ-амăшне, кÿр-ши-аршисене каласа памалли, мухтанмалли нумай пулнă ачасен. А.ЛАРШНИКОВА. |