Пулсан утă – выльăх тутă
Хĕрÿ тапхăрта хуçалăхсен ертÿçисене кантур таврашĕ-нче тытма йывăр. «Искра» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн председательне Менир Хамдеева та хирте çеç, утă хатĕрлекенсем хушшинче, тĕл пулма тиврĕ.
– Ĕçсем кал-кал пыраççĕ, – савăнăçне пытармарĕ вăл. – 240 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассине паян-ыран вĕçлесе пыратпăр.
Косилкăна Анатолий Матвеев ĕçлеттерет. Кăçал çуркуннеренпе çĕре лайăх витермелĕх çумăрсем пулмарĕç пулин те, агрегат хыççăн юлакан паккуссен хисепĕ ÿссех пырать. Раис Тарамасовăн хăй тĕллĕн çÿрекен Е-302 косилки те чăрмавсăр ĕçлет.
Типнĕ курăк çийĕнчех рулонсене çаврăнать – Мервен Фахуртдиновпа Минназим Невметов механизаторсене шанса панă пресс-подборщиксем утта тирпейлĕн пуçтараççĕ.
Хатĕр рулонсене, паллах, уйра вырттараймăн – вĕсене вăхăтра упрама хумалла. Утта хиртен Юрий Балянин, Ильнур Сатдинов тата Азат Чумаров механизаторсем турттараççĕ, рулонсене Николай Кузьмин ятарлă погрузчикпа тиесе тăрать.
Тÿрех каламалла: «Искрăра» выльăх апачĕ хатĕрлесси çине кашни çулах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал та кунта палăртнинчен ытларах утă, 3000 тоннăран кая мар сенажпа силос хатĕрлесе-хывса хăварасшăн. Тен, малашне çумăрсем çусан, 70 гектар çинчи кукурузăн ешĕл масси те сахал мар пулĕ.
– Ĕçлекенсем пирки те манмастпăр, – тет Менир Хамдеев. – Вĕсене йÿнĕ хакпа пĕрер тонна утă валеçсе патăмăр.
Хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксем ватăлса çитнĕ. Çавăнпах, çулса илнĕ хыççăн, лаптăка сухаласа кĕр тыррисем акма хатĕрлесшĕн.
Патирексем вырмана та хатĕ-рленме тытăннă. Тыр-пула пухса кĕртме Раис Таракановпа Виталий Цыганов комбайнсене «ишеве» илсе тухĕç. Пĕрчĕллĕ культурăсене вара 850 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Ку шутра – тулă, урпа, сĕлĕ.
«Восход» СХПКан нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсенче те хĕрÿ ĕç вĕрет. Ял ĕçченĕсем уяр çанталăк кунĕсене ыт ахальтен сая ярасшăн мар. Курăксене кунта Андрей Сарафанов çулать, Николай Степанов кушăхма пуçланă утта ворошилкăпа тавăрать. Пресс-подборщик та ахаль лармасть: Петр Воробьев механизатор агрегачĕ хыççăн рулон хыççăн рулон выртса юлать. Кунта «выртса юлать» тени тĕрĕсех те мар – паха выльăх апачĕ складра вырăн тупать. Утта Валерий Псаров тиет те Валентин Исаевăн КамАЗĕ рейс хыççăн рейс тăвать.
Чаткассем, утă çулнипе пĕрлех, вырма çинчен те асрах тытаççĕ. Кунта кĕр тыррисем акма çĕр те хат- ĕрлеççĕ: Владимир Бурановăн Т-150 тракторĕ БДМ дисклă йывăр сÿрепе тăпрана кăпкалатать.
В.МИХАЙЛОВ.