Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕтĕмлетÿсем тунă

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнче çак кунсенче 2013 çулхи пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене (ЕГЭ) пĕтĕмлетнĕ.

Кăçал пурĕ 94 ача экзамен тытнă. ЕГЭн чи пĕчĕк виçи 36 балл шутланать. Вырăс чĕлхипе чи сахал виçе урлă 1 ача (Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан) каçайман, 23 ача 80 тата ытларах балл пухнисем, анчах 100 балл никамăн та çук. Вырăс чĕлхипе вăтамран районта – 68,5 балл, республикăра – 66,39 балл пухнă.

Математикăпа 7 ача 36 балл пухса çитереймен, вĕсенчен 6-шĕ çĕнĕрен Шупашкарта экзамен тытнă. Вăтамран çак предметпа районта 53,03 балл, республикăра – 54,6 балл.

Биологипе 20 ача экзамен тытнă. Вĕсенчен Пăчăрлă Пашьелĕнчи 1 ача 36 балл пухайман, Шăмăршăри 1 ачан çеç 86 балл пулнă. Биологипе районта вăтам балл – 59,5, республикăра – 64,73.

Информатика тата ИКТпа экзамен тытма Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисем çеç суйласа илнĕ, вĕсем 4-ăн, пурте сахал виçе урлă каçнă. Районĕпе вăтамран – 57,5 балл, республикăра – 67,73 балл.

Историпе 10 çын ЕГЭ формипе панă. Сахал виçерен каçайманнисем çук, икĕ ача 82 тата 86 балл пухакансем. Районта вăтам виçе 64,7 балл, республикăра – 64,1.

Физикăпа пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне тытакансем – 17-ĕн. Иккĕн 80 балл ытла пухнисем, пĕри 36 балл пухайман. Районти вăтам виçе 53,47 балл.

Химипе 10 ача экзамен тытнă. Вĕсенчен 7-шĕ 80 тата ытларах, иккĕшĕ – 98 балл пухнă. Вăтам виçе районта – 83,5 балл.

Выпускниксен 56 проценчĕ обществознанипе экзамен тытма суйласа илнĕ (53 ача). Вĕсенчен 9-шĕ (17 проц.) 80 ытла балл пухаканнисем, иккĕн 90 тата 95 балл пухнă. Районта вăтам виçе 63,8 балл.

Акăлчан чĕлхипе Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 5 ача экзамен тытнă. Вĕсенчен 3-шĕ (60 проц.) 80 балл ытла пухнă. Районти вăтам виçе 80 балл.

Кашни çулах Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисем географие суйласа илеççĕ. Кăçал та 1 ача çак предметпа хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕсленĕ, 45 балл пухма пултарнă.

Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 2 ача литературăна кăмăлланă: пĕри – 63 балл, тепри – 71 балл пухнă.

Е.КУДРЯШОВА, вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн методисчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 июля 2013
14:44
Поделиться