Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тĕслĕх вырăнĕнче

Шăмăршă районĕнче ĕçчен те пултаруллă çемьесем нумай. Вĕсенчен пĕри – Васан ял тăрăхĕнчи Ярăслав ялĕнче пурăнакан Исметовсем.

Василий Николаевичпа Елена Александровна 2 хĕрпе 1 ывăл ÿстереççĕ. Аслă хĕрĕ – Лида – Шупашкарти медицина колледжĕнче, Виктория – Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренет, пĕчĕк Родион хальлĕхе ача садне çÿрет. Ачисемшĕн ашшĕ-амăшĕ тĕслĕх вырăнĕ-нче, çитĕнсен вĕсемпе танлашса тĕрĕс çул çине тăма ĕмĕтленеççĕ.

Исметовсен çемйи питĕ тирпейлĕ те ĕçчен, ачисем те пĕчĕкренех ĕçе юратса ÿсеççĕ, кил-хуçалăхра пулăшаççĕ. Хушма хуçалăхăн йышĕ те чылай: 2 ĕне, 2 пăрупа 1 вăкăр, 4 ама сыснапа 40 çура, кроликсем, хур-кăвакал, чăх-чĕп. Унсăр пуçне пултаруллă çемье нумай вĕлле тытать. Çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх тытма, паллах икĕ алă ĕçленипе кăна ĕлкĕрсе пыма çук.

Кил хуçи мăшăрĕ – Елена Александровна – 17 çула яхăн Васанти культурăпа кану центрĕн моделлĕ библиотекинче вăй хурать. Чăннипех те культура ĕçченĕ теме пулать ăна. Хăйĕн ĕçне юратнисĕр пуçне обществăлла ĕçсене те хаваспах хутшăнать. Ял тăрăхĕнче ирттерекен мероприятисенчен пĕрре те аяккине пăрăнса юлмасть. Вĕсене пултаруллă ертсе пынисĕр пуçне, юрлама та питĕ ăста вăл. Спорт ăмăртăвĕсенче те тăтăшах курма пулать Еленăна.

Василий Николаевичăн алли те ылтăн, вăл пĕлмен ĕç çук пулĕ. Мĕн ĕçлеме пуçласан та унăн яланах ăнса пырать.

Çакăн пек пултаруллă та маттур çынсем пĕрлешсе çирĕп çемье çавăрни, хăйсем пек ĕçчен ачасем ÿстерме пултарни ял тăрăхĕнче пурăнакан ытти çынсемшĕн лайăх тĕслĕх. Пурте çакăн пек килĕштерсе пурăнсан пирĕн общество та сывă пулĕ, пулас ăрушăн та пăшăрханмалла пулмĕ.

Малашне те Исметовсен çемйине сывлăх тата ăнăçу сунас килет. Ачисем тĕрĕс çул çине тăрса ашшĕ-амăшне яланах савăнăç кÿччĕр.

А.ЛАРШНИКОВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 июня 2013
14:42
Поделиться