Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вулакансем сахал мар

КилĔрен тенĕ пек компьютер ларать пулсан та çынсем ялти библиотекăна килмесĕр тăмаççĕ. Кĕнеке яланах пĕлÿ çăл куçĕ пулнă, пулать те. Анат Чаткасри ял библиотекин ертÿçинче Алена Лукианова вăй хурать.

Вăл хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçлать. Кĕнеке илме, хаçат-журналпа паллашма пыракансемпе Алена Геннадьевна кăмăллăн калаçать, кашнин валлиех чун-чĕре ăшшине çитерет.

– Библиотекăна çынсем хаваспах килеççĕ, – каласа парать А.Лукианова. – Шкул ачисем те, çитĕннисем те, ватăсем те кĕнекесем илсе вулаççĕ. Пĕрисем – юрату, теприсем – вăрçă, виççĕмĕшĕсем истори çинчен вулама юратаççĕ. Вĕренекенсем шкул предмечĕсемпе çыхăннă темăсене пырса тивекен литература шыраççĕ. Дисксемпе усă куракансем те йышлăн.

Библиотекăна хастар çÿрекенсене ятранах асăнса тухрĕ библиотекарь. Петр Ухорский, Николай Степанов, Валентина Морозова вуламан кĕнекесем юлман та пулĕ.

Библиотека çумĕ-нче «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕ ĕçлет. Ăна А.Лукианова хăй ертсе пырать. Юлашки вăхăтра ушкăнăн пултарулăхĕпе енчетрен пĕрре çеç паллашма пулать, концертсене питех тухса çÿремест. «Ирхи шуçăм» хĕрарăмсен клубĕ уйăхра икĕ хутчен пухăнать. Кунта килекенсем апат-çимĕç янтăлама, ал ĕçĕсене пурнăçлама хăнăхаççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ.

Çулталăк тăршшĕпех мероприятисем, тĕл пулусем, куравсем иртеççĕ библиотекăра. Пĕлес, тавра курăма аталантарас шухăшлисем валли алăк яланах уçă.

Анат Чаткас ял тăрăхĕнче А.МИХАЙЛОВ пулса курнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 июня 2013
14:01
Поделиться