Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район аталанăвĕ, тирпей-илем – пĕрремĕш вырăнта

Районти ялсемпе урамсенче тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе тăрăшни курăнать. Район администрацийĕнче, акт залĕнче, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, предприятисен, организацисен, учрежденисен, район администрацийĕн пайĕсен ертÿçисемпе иртнĕ ларура та çак ыйтăва чи малтан çĕкленĕ. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев ертсе пынă.

Урамсене çÿп-çапран тасатасси, ашкăракан çум курăка çуласси, масарсене тирпейлесси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Çавăнпа та ялсенче тирпей-илем пултăр тесен пурин те тăрăшмалла.

Район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕ пайĕн специалисчĕ Николай Головинский 2013 çулта районта пĕтĕмĕшле 15404 тăваткал метр пурăнмалли çурт хута яма палăртнине пĕлтернĕ. Кăçалхи январь-май уйăхĕнче 2071 тăваткал метр пурăнакан вырăн хута янă, çак шутра тăлăх 3 ачана çуртпа тивĕçтерме 2524,2 пин тенкĕ пăхса хунă. 5 ача е тата нумайрах ачаллă çемьесен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе, Анат Чаткас ял тăрăхĕнчи нумай ачаллă çемье валли республика бюджетĕнчен 1383,53 пин тенкĕ уйăрнă. «Çамрăк çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси» программăн «Çурт-йĕр» федераллă программăна пурнăçлама республика бюджетĕнчен – 4054,40, районтан – 1202,40 пин тенкĕ куçарнă. «2013 çулчченхи ялăн социаллă аталанăвĕ» программăна тĕпе хурса районти 3 çын – 1779,92 пин, 4 çамрăк çемье – 2336,59 пин тенкĕлĕх свидетельствăсем илнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, строительство тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕ пайĕн пуçлăхĕ Владимир Никифоров çулсене юсас ĕç мĕнлерех пыни çинче чарăнса тăнă. Районти çулсене юсама 2013 çулта 12740,2 пин тенкĕ укçа-тенкĕ кайнине каланă, çав шутра республика – 11466,2, район – 1274 пин тенкĕ уйăрнă. Кăçал «Шăмăршă - Анат Чаткас - Хĕрлĕ Васан» автоçула юсама палăртнă. Çавăн пекех Шăмăршăри нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕ-сенче те çулсене çĕнетесшĕн.

Ларура тата ытти çивĕч ыйтусемпе те тухса калаçнă, тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

Пирĕн инф.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 июня 2013
13:57
Поделиться