Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Асăнупа хурлану кунĕ

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. 1418 куна тăсăлнă хаяр вăрçă Совет Союзĕ çĕнтернипе, хаяр тăшмана хăйĕн йăвинчех – Берлинта тĕп тунипе вĕçленнĕ. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнчи Аслă Çĕнтерÿ тĕнче историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă.

Совет Союзне çĕмĕрсе тăкасси, ăна Германи колонийĕ туса хурасси, Европăра тата пĕтĕм тĕнчипе пуç пулса тăрасси Гитлерпа унăн хÿрешкисен тĕп тĕллевĕ пулнă. Пирĕн халăхсем Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама та пăхăнманлăхне хÿтĕленĕ, хамăрăн территорисене кăна мар, Европăри патшалăхсене те фашизм тыткăнĕнчен хăтарнă.

Фашистла Германи Совет Союзĕ çине 179 дивизипе кĕрсе кайнă, вĕсенче кашнийĕнчех 16 пин çын шутланнă. Тĕпрен илсен, нимĕçсен çарĕсем пĕр вăхăтрах Мускав, Ленинград тата Киев еннелле талпăннă. Совет Союзĕн Хĕвел Анăç чиккинче 56 дивизи тăнă, кашни соединенире 12 пин çын пулнă. Самолетсемпе танксем тата орудисемпе минометсем те нимĕçсен ытларах шутланнă. Çакнашкал йывăр условисенче вăрçăн малашнехи тапхăрĕнче Хĕрлĕ Çарăн чакма тивнĕ.

1941 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче Мускавра Патшалăх оборона комитетне (ГКО) туса хунă. Унăн председателĕ пулма ВКП(б) Тĕп комитечĕн Генеральнăй Секретарьне Иосиф Виссарионович Сталина уйăрса лартнă. Оборона комитечĕ фронта хĕç-пăшалпа, апат-çимĕçпе тивĕçтерес ĕçе йĕркелесе пынă.

Фронтсенчи ĕç-хĕле йĕркелеме Верховнăй Главнокомандовани Ставкине çирĕ-плетнĕ. Верховнăй Главнокомандующи тивĕçне те И.Сталин пурнăçланă.

Вăрçă пирĕн çĕр-шывăн çав тери пысăк территорине йышăннă – Баренцево тинĕсĕнчен пуçласа Хура тинĕс таранах.

1941-1942 çулсенче фронтсем ытларах оборонăра тăнă. 1943-1945 çулсенче çарсем наступленире пулнă. Вĕсем Совет Союзĕн территорине тата Европăри патшалăхсене фашистла эшкерсенчен тасатнă. 1941-1945 çулсенчи вăрçăра пурĕ вăтăра яхăн фронт пулнă.

Берлина штурмлама Пĕрремĕш Белорусси фрончĕ (командующийĕ Г.Жуков), Иккĕмĕш Белорусси (К.Рокосовский) тата Пĕрремĕш Украина (И.Конев) фрончĕсем хутшăннă. Аслă Аттелĕх вăрçинче Верховнăй Главнокомандующи тивĕçне питĕ пултаруллăн пурнăçланăшăн, тăшмана тĕппипех çапса аркатнăшăн И.Сталин Генералиссимус званине тата Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ.

Асăнупа хурлану кунĕнче райцентрти тĕрлĕ учрежденисемпе организацисенче ĕçлекенсем, Шăмăршă ял тăрăхĕнче пурăнакансем Çĕнтерÿ паркне пухăнчĕç. Шăмăршă ял советне кĕнĕ ялсенчен пурĕ 433 çын вăрçă вутне кĕнĕ, 236 çын каялла килеймен.

– Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн, паянхи телейлĕ пурнăçшăн паттăррăн çапăçса пуç хунă район çыннисем район историйĕнче ĕмĕрлĕ-хех ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă, – терĕ Çĕнтерÿ паркĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев. – Вĕсен фронтри паттăрлăхĕ тата вилĕмсĕр ячĕсем яланах халăх асĕнче пулĕç. Вăрçă çухатăвĕсене тата йывăрлăхĕсене хальхи тата килес ăрусенчи çынсен нихăçан та чăтса ирттермелле ан пултăр. Пирĕн пуç çийĕ-нче яланах çутă хĕвел ялкăштăр, кăвак тÿпе хăйĕн илемĕпе чуна ачашласа чĕрене лăпкăлăхпа тăнăçлăх кÿрсе тăтăр.

Кун хыççăн парка пухăннисем вăрçăра вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, Шăмăршă вăтам шкулĕн патриот клубĕн членĕсем çуртасем çутрĕç. Культура ĕçченĕсем салтаксен вăрçăри паттăрлăхĕпе хăюлăхне сăнлакан литературăпа музыка монтажĕ кăтартрĕç. Мероприятие вĕçлесе, парка килнисем палăк умне чечексем хучĕç.

И.АНАНЬЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 июня 2013
13:58
Поделиться