Комисси иртнĕ
Районти Хырла юхан шыв çинчи шыв управне (Палтиел çывăхĕнче) ятарлă комисси килсе кайнă. Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ И.Исаев ертсе пынă ăна. Тĕллевĕ – çурхи шыв-шур хыççăнхи тĕрĕслев. Шыв управĕн гидроузелне пăхнисĕр пуçне сооруженисемпе те паллашнă. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн çитменлĕхсене пĕтерме мероприятисен планне туса хатĕрлĕç, вĕсене çийĕнчех пурнăçлĕç.
"Шăмăршă хыпарĕ"