Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса

Районти медицина ĕçченĕсем кăçал хăйсен професси уявне Шăмăршăри ипподромра ирттерме шутларĕç. Уçă сывлăш, хаваслă кĕвĕ уява пуçтарăннă, çивитти айĕнчи вăрăм саксем çине вырнаçса ларнă врачсемпе фельдшерсен, медсестрасемпе санитаркăсен, больницăри хуçалăх ĕçченĕсен кăмăлĕ-сене çĕклерĕ.

Кĕске сăмах каласа савăнăçлă пухăва район больницин тĕп врачĕ И.Смирнова уçрĕ. Ирина Анатольевна пурне те чаплă уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, йывăр та пархатарлă ĕçре малашне те професси ăсталăхĕпе, чĕре ăшшипе ĕçлесе пыма ăнăçу, чăтăмлăх сунчĕ. Тĕп врач çавăн пекех Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ А.Самойлова Акатуй кунĕнче пирĕн районта пулни, вăл тĕп больницăна та кĕрсе тухни, сиплев учрежденийĕн пурлăх никĕсĕпе, медицина оборудованийĕпе, медработниксен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлни пирки те пĕлтерчĕ, министрăн уяв ячĕпе янă саламлă телеграммине вуласа пачĕ. «Министра пирĕн сиплев учрежденийĕ пур енĕпе те килĕшни пире тата лайăхрах ĕçлеме пысăк хавхалану кÿрет», – терĕ хăйĕн сăмахне вĕçлесе Ирина Анатольевна. Сиплев учрежденийĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăнăшăн вăл район администрацине тав турĕ.

И.Смирнова çумне хутшăнса, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков та медицина ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕ. «Медицина работникĕн ĕçĕ – чи яавплисенчен пĕри, – палăртрĕ Владимир Александрович. – Мĕншĕн тесен çын пурнăçĕ, унăн сывлăхĕ – тĕнчери чи хаклă та паха тупра. Çынна диагноз лартнă самантран пуçласа эсир, медицина ĕçченĕсем, унăн пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн кĕрешме пуçлатăр. Нумай чухне канăçлă çывăрмасăр, хăвăрăн вăй-халăра тата вăхăтăра шеллемесĕр.... Çакăншăн сире пĕтĕм район çыннисен ятĕнчен тав тăватăп, ĕçре малашне те ăнăçу сунатăп. Эпир сирĕнпе тивĕçлипе мухтанатпăр».

Кун хыççăн В.Петьков чылай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакан медицина ĕçченĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата Тав хучĕпе чысларĕ.

И.Смирнова тĕп врач сывлăх хуралĕнче нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин тата район больницин Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе наградăларĕ.

Пухура район больницин профсоюз комитечĕн председателĕ И.Поляков врач та тухса калаçрĕ. Вăл Шупашкартан сумлă награда килсе çитни пирки пĕлтерчĕ. Район больницин пĕрлештернĕ спорт командине – ăна Игорь Павлович хăех ертсе пырать – республикăри медицина ĕçченĕсем хушшинче çулталăк тăршшĕпе пынă тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче призлă вырăнсем йышăннăшăн сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен Чăваш Республикинчи Профсоюзăн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă иккен. Игорь Павлович медицина ĕçченĕсене спортра малашне те хастар пулма, больница ят-сумне районти тата республикăри ăмăртусенче çÿлте тытма чĕнсе каларĕ.

Мероприятие вĕçлесе А.Петрова, Т.Яковлева, Т.Долгова тата В.Павлов солистсем чăваш тата вырăс эстрада юррисемпе савăнтарчĕç.

И.АНАНЬЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 июня 2013
09:43
Поделиться