Лагерьте – тĕл пулу
Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкулсенче лагерьсем йĕркелеççĕ. Ачасем кунта каннисĕр пуçне тĕрлĕ мероприятисене те хутшăнаççĕ. Вĕсем валли интереслĕ тĕл пулусем те иртеççĕ.
Шăмăршăри 42 номерлĕ пушар чаçĕн ĕçченĕсем Пăчăрлă Пашельĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти лагере çитсе вĕренекенсемпе калаçу йĕркеленĕ. Вут-çулăмпа асăрхануллă пулмалли пирки тĕплĕн каласа ăнлантарнă. Пушар сÿнтерекен хатĕрсемпе те паллаштарнă, вĕсемпе мĕнле усă курмаллине кăтартса панă.
Районти ВДПО ертÿçи И.Крылова, надзор енĕпе ĕçлекен районти уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Кляжев, пушар чаçĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Масленников ертсе, кăтартса пынипе «пушар» та сÿнтернĕ. Ачасене асăнмалăх, ас тумалăх çырнă хутсене валеçнĕ.
Н.УГАРИНА.