Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Хĕлхем» – малтисенчен пĕри

Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çамрăк пушарниксен командине йĕркелени нумай мар-ха. Апла пулсан та «Хĕлхем» ачисем хăйсене лайăх енчен кăна кăтартаççĕ. Шупашкарта иртнĕ çамрăк пушарниксен командисен республикăн 23-мĕш слетĕнче «Логово Минотавра» конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Пăчăрлă Пашьелсен тумтирне чи лайăххи тесе палăртнă.

Е.УКИН, «Хĕлхем» пушар командин ертÿçи.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 июня 2013
14:49
Поделиться