Чун ăшшине – ватăсене
Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăхăтлăх пурăнмалли уйрăм çурчĕ вăрман çумĕнчи илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Çывăхрах – çырма. Ку çуртра хальхи вăхăтра 9 çын, çав шутра 7 хĕрарăмпа 2 арçын пурăнать. Ватăсенчен чи асли – Мария Камкина (Ирçе Тĕкки çынни) – 86-ра, чи кĕçĕнни – Александр Ежов (Улмаллăран) 72-ре. Инвалидсем – иккĕн.
Çак уйрăмра ĕçлекенсем – вĕсем пурĕ тăваттăн – пĕччен ватăсен пурнăç условийĕсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ. «Уйрăмра пурăнакансем хăйсене ытти çынсенчен нихăш енĕпе те кая ан туйччăр, вĕсен ĕмĕрĕсем вăрăм пулччăр», – çак тĕллевпе ĕçлеççĕ вĕсем.
Уйрăма 2002 çултанпа пĕр улшăнмасăр Надежда Мандрюкова ертсе пырать. Вăл хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтать. Ертÿçĕ тивĕçне пĕлсе, таса чунпа пурнăçлать.
Зоя Кудряшовапа Светлана Копылова социаллă ĕçченсем те уйрăмра чылай çул вăй хураççĕ ĕнтĕ. Вĕсем çуртри тасалăхшăн, ун таврашĕнчи тирпей-илемшĕн нумай тăрăшаççĕ. Социаллă ĕçченсем кунсăр пуçне ватăсене 10 кунта пĕрре мунча хутса параççĕ, вĕсен кĕпе-тумтирне çăваççĕ.
Уйрăмра пурăнакансем поварăн ĕçĕпе те кăмăллă. Надежда Угарина апата яланах тутлă пĕçерсе хатĕрлет. Аш-какайран, пулăран, сĕт продукчĕсенчен хатĕрленĕ блюдосем ватăсене килĕ- шеççĕ. Кунсăр пуçне сĕтел çинче салатсем те пулаççĕ.
Вăхăтлăх пурăнмалли уйрăма 30 сотăй çĕр уйăрса панă. Унпа çуллен вырăнлă усă кураççĕ. Сăмахран, кăçал 20 сотăй çинче çĕр улми лартнă. Вăл тикĕс шăтса тухнă. 10 сотăй çинче купăста, хăяр, сухан, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, помидор, кавăн акса-лартса хăварнă. Уйрăмра ĕçлекенсем çĕр улми участокне те, пахча çимĕç йăранĕсене те çум курăкран тасатаççĕ, çемçетсе кăпкалатаççĕ. Çитĕннĕ тухăç апат хăй хаклăхне чакарма май парать. Паха витаминсемлĕ салатсене те участокри пахча çимĕçрен хатĕрлеççĕ.
Ватăсен сывлăхĕ те тимлĕхре тăрать. Ялти çемье врачĕн уйрăмĕн тухтăрĕ Сергей Кудряшов медсестрасемпе пĕрле кунта кашни уйăхрах пулать, ватăсен сывлăхне тĕрĕслет. Кирлĕ пулсан тÿрех тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ вĕсем.
Надежда Николаевнăн мăшăрĕ Владимир Мандрюков та ветерансен çуртне сисĕмлĕ пулăшу парса тăрать. «Штатра тăман завхоз», – теççĕ ун пирки уйрăмра. Вăл хăйĕн кустăрмаллă тракторĕпе çĕр сухаласа парать, çĕр улми лартма пулăшать. Çавăн пекех Владимир Александрович мунча валли çуллен вăрмантан вутă кÿрет, ăна моторлă пăчкăпа татса парать.
Уйрăмри ĕçченсем кунта пурăнакансен ватлăхне канăçлă тума, вĕсене хăйсен чун ăшшине пама тăрăшаççĕ.
И.АНАНЬЕВ.