Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Бронза – «Колосокра»

Комсомольски районĕнчи Урмаево ялĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн, XV Спартакиада шутне кĕрекен «Сăран мечĕк» турнир иртнĕ. Шăмăршăсен «Колосок» команди виççĕмĕш вырăншăн Йĕпреçри «Звездапа» вылянă. Вăйă интереслĕ те хĕрÿ иртнĕ. Иккĕмĕш таймра Максим Кудряшов хапхана тапса кĕртнĕ гол Шăмăршăсене виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме май панă. Çапла вара «Колосок» бронза медальсен хуçи пулса тăнă.

М.ЯКОВЛЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 июня 2013
14:50
Поделиться