Тирпей-илем савăнтартăр
Шăмат кун, июнĕн 8-мĕшĕнче, районта Акатуй пулать. Унччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Паллах, аякран та хăнасем килеççех ĕнтĕ. Эпир вара вĕсене кĕтсе илме хатĕр-и; Хамăр пурăнакан тăрăхра таса та тирпейлĕ-и; Пур çĕрте те, шел, тасалăхпа илем хуçаланмасть-ха пирĕн. Çурт-картиш умĕсенче çÿ- лелле кармашакан çум курăк та, çÿп-çап та куç умне тухать. Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсем те кăмăла хуçаççĕ. Никам та илем кÿрес тесе тăрăшасшăн мар. Унран та ытларах ача-пăча валли тунă пĕчĕк лапамсенче вĕлтĕрен-эрĕм ÿсни тĕлĕнтерет. Çав вырăна ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне илсе тухать. Анчах çум курăка çулса е кăкласа пăрахас шухăш пĕрин пуçĕнче те çуралмасть.
Çырма-çатра хĕррисенче те мĕн кăна йăваланса выртмасть-ши; Çынсем çулла канма тесе (е уяв ирттерме) шыв хĕррине уçă сывлăша кайма кăмăллаççĕ. Ĕçеççĕ, çиеççĕ, савăнаççĕ. Юлашкинчен тавралăха вараласа хăвараççĕ. Вĕсем хыççăн пушă кĕленчесемпе пластик савăтсем, хутаçсем çаплах юлаççĕ. Вĕсене пуçтарса кайма тăрăшмаççĕ.
Кĕперсен хĕррисенче те тасалăхпа тирпейлĕхе курма хĕнтерех. Хăш-пĕр ялти кĕперпе каçнă чухне ик айккинче ÿсекен, тĕрĕсрех, кашлакан, эрĕме, вĕлтĕ-рене, хупаха куракансем мĕн шутлаççĕ-ши; Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çак ÿкерчĕк мĕн пирки калать-ши;
Тирпей-илем тăвасси пирки пĕр вĕçĕмсĕр калаçатпăр пулсан та çаплипех çак ĕçе вĕçлейместпĕр. Ялсенче те, район центрĕ-нче те ку енĕпе çанă тавăрса, тар кăларса ĕçлемелле те ĕçлемелле-ха. Пирĕн тăрăха килекен хăнасем тирпейсĕ- рлĕхпе тасамарлăхран мар, чуна савăнтаракан илемрен тĕлĕнччĕр. Çавăнпа та хамăр пурăнакан кил-çурт таврашне, урампа тăкăрлăксене, çырма-çатрана варалар мар, çÿп-çапа ятарласа уйăрнă вырăна кайса пăрахар. Паянах алăсене çава, кĕреçе тытар та тирпей-илем тума пуçлар.
А.НИКОЛАЕВ.