Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Спортпа туслă ачасем

Вĕренÿре те, спортра та пысăк çитĕнÿсем туса пыракан вĕренекенсем сахал мар Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта. Хастар хĕрсемпе каччăсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне пулса тăраççĕ, шанчăклă юлташсем те вĕсем.

Марина Сорокина (сылтăмра) виçĕ çултанпах спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма пуçланă. Пĕрремĕш çĕнтерÿ унăн районти «Атте, анне, эпĕ – спорт çемйи» ăмăртура пулнă. Унтанпа спорт уншăн пурнăçри тĕллевĕ пулса тăнă. Маринăшăн çăмăл атлетикăра, сĕтелçи теннисла, баскетболла тупăшасси ниме те тăмасть. Вăл спортăн çак енĕсемпе шкулти е районти ăмăртусенче пĕр хутчен кăна мар палăрнă.

Вĕренÿре те унăн пĕлĕвне «пиллĕк» паллăсемпе кăна хаклаççĕ. Хĕр шкулти, районти предмет олимпиадисене, ăслăлăхпа практика конференцийĕсене хутшăнса çĕнтерÿçĕсем шутне кĕрет.

Çавăн пекех Марина шкулти ачасен «Туслăх» пĕрлешĕвĕн лидерĕ те. Хĕр питĕ ташлама юратать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе «Ритм» ташă ушкăнĕ йĕркеленĕ. Унăн ташăçисем халĕ куракансене концертсенче савăнтараççĕ.

Шкулти, районти, республикăри спорт ăмăртăвĕсенче палăрнă тепĕр вĕренекен вăл – Виктор Герасимов (варринче). Тăваттăмĕш класранпа унăн çĕнтерÿсене ĕнентерекен вун-вун Грамота пухăннă. Витя çăмăл атлетикăра, кире спортĕнче, армспортра темиçе хутчен те малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă. Пур енлĕн аталанса пыракан каччă шкулти обществăлла мероприятисене те хастар хутшăнать. Унсăр пĕр мероприяти те иртмест тесен те йăнăш мар. Темиçе çул ĕнтĕ шкулта иртекен Çĕнĕ çул уявĕнче вăл Хĕл мучи тумне тăхăнса ачасене савăнтарать. Паллах, районти конкурссене те хаваспах хутшăнать. Витя «Туслăх» пĕрлешĕвĕн лидерĕ.

Сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса пурăнать Александра Карсакова (сулахайра). «Сывлăх – чи кирли» девиза тĕпе хурать вăл. Çавăнпах спортпа туслă. Унсăр шкулти хĕрсен баскетбол командине курма та май çук. Темиçе хутчен шкул чысне çак енĕпе хÿтĕленĕ хĕр. Çăмăл атлетика та уншăн ют мар. Чупассипе те сахал мар çитĕнÿ тунă вăл, пĕрре мар çĕнтерÿçĕсен пьедесталĕ çине хăпарнă. Юлашки вăхăтра хăйне кире спортĕнче те тĕрĕслеме пуçланă. Кунта та кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă.

Çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисене хутшăннă, уйрăм илнĕ тапхăрсенче палăрнă.

С.САНДРКИНА,

директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 июня 2013
09:33
Поделиться