Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн

Районти шкул ачисен 45-мĕш хут иртекен «Зарница», «Орленок» вăййисем хыçа юлчĕç. Хальхинче вĕсем Карапай Шăмăршă çĕрĕ çинче иртрĕç.

Хаваслă та интереслĕ пулчĕç вĕсем. Хĕрсемпе каччăсем пултарулăхпа, ăсталăхпа палăрса тăчĕç, ăмăртусене хастар хутшăнчĕç. Кăçал зарничниксемпе орленоксен нумай конкурс-ăмăрту витĕр тухма тиврĕ. Апла пулсан та никамăн та хыçалти ретре юлас килмерĕ.

«Зарница», «Орленок» вăййисене вĕренекенсене патриотла воспитани тарăнрах парас, çар ĕçĕпе, пурнăçĕпе кĕскен паллаштарас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Кунта ачасем пĕр-пĕрне пулăшмаллине лайăх туяççĕ.

Икĕ куна тăсăлнă ăмăртусенче шкул ачисен ывăнни сисĕнмерĕ. Вĕсем пысăк хавхаланупа, хастарлăхпа кашни тĕрĕслев витĕр тухрĕç. «Статен и строен – уважения достоин», «Теори», «Огневой рубеж», «Морское троеборье», «Творчество», «Чăрмавсене парăнтарса чупасси» конкурссене хыçа хăварса «Орленок» командисем хушшинче Шăмăршă шкулĕ – пĕрремĕш, Карапай Шăмăршă шкулĕ – иккĕмĕш, Палтиел шкулĕ – виççĕмĕш вырăн йышăннă. «Зарница» командисенчен çĕнтерÿçĕ ятне Шăмăршă шкулĕн команди тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Карапай Шăмăршă тата Пăчăрлă Пашьел шкулĕсем.

Районти вăйăсенче мала тухнă командăсем республикăри çамрăк армеецсен вăййисене хутшăнĕç.

Ю.ЕРМОЛАЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 июня 2013
09:31
Поделиться