Каникул умĕнхи субботник
Хамăр пурăнакан вырăна тасалăхпа тирпейлĕхре тытасси кашнин тивĕçĕ. Ку кăна мар, хамăр ĕçлекен ĕç вырăнĕнче те яланах илемлĕ те хăтлă пулмалла. Çакна Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш шкул-ача садĕнче вăй хуракансем лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа кунта вĕсем вĕренÿ çулĕ пĕтнине, каникул пуçланнине пăхмасăр субботник йĕркеленĕ. Территорире тасатнă, курăксене çулса пуçтарнă. Ахаль субботник кăна тесе те калаймăн. Кашни ĕçлекен хăй валли çĕр лаптăкĕ уйăрса илсе унта чечексем акнă, ăпăр-тапăртан юмахри сăнарсен кÿлеписене, сăнĕсене, чĕр чунсене ăсталанă. Халĕ ачасене пальма йывăççи çумĕнчи жираф пуçне тайса кĕтсе илет, мотоцикл инçе çула илсе каять тата ытти те. Ăсталамалли, туса пĕтермелли татах пур-ха вĕсен.
Л.Смирнова, Т.Гордеева, М.Юманова вĕрентекенсем, В.Бородова, И.Гладкова воспитательсем, Т.Юманова, М.Юманова, Е.Мутина воспитатель пулăшуçисем пĕр-пĕрне тупăшăва чĕннĕ. Камăн та камăн ăсталăхне кĕркунне чи лайăххи тесе палăртĕç – вăл çĕнтерÿçĕ. Ăна парне кĕтет. Паллах, И.Семенова поварпа Г.Юманов юсав ĕçĕсем пурнăçлакан та хĕрринче тăрса юлман. Вĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе пуçарулăхне туллин кăтартма хатĕр.
Тавралăха хÿтĕлемелли çула хастар хутшăнса Виçпÿрт Шăмăршăсем пысăк ĕç пуçарнă. Пуçламăшĕ пулсан, вĕçĕ пулатех. Çакăн пирки иккĕленÿ те çук.
Л.КРАСНОВА,
Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш шкул-ача
сачĕн директорĕ.