Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕрентÿ ирттернĕ

«Шăмăршă лесничестви» хысна учрежденинче вăрманти пушара хирĕç кĕрешме хăнăхтаракан вĕрентÿсем иртнĕ. Ăна «Вăрман пушар хуралĕ» бюджет учрежденийĕн, 42 номерлĕ Пушар чаçĕн ĕçченĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ.

Вĕрентĕвĕн тĕп тĕллевĕ – вăрманти вут-çулăма асăрхаса сÿ- нтересси, хăрушлăх пирки яваплă çынсене çийĕнчех пĕлтересси, йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене хăтарасси.

Çуллахи шăрăх çанталăкра вăрманта пушар тухас хăрушлăх икĕ-виçĕ хут ÿсет. Çавăнпа та пурин те асăрхануллă, тимлĕ пулмалла, вут-çулăмпа уççăн усă курмалла мар. Çакна асра тытмалла. Вăрмана кĕме чарнă вăхăтра унта каяссинчен тăхтаса тăмалла. Çакă районта пурăнакансемшĕн çирĕп правило.

Вĕрентÿ вăхăтĕнче Палтиелĕнчи лесничество участокĕнче пушар «алхаснине» пĕлтернĕ. «Хĕрлĕ автанпа» кĕрешме çийĕнчех вăрманти пушар хуралĕн автомашинисемпе трактор (Форест-1,4), икĕ автоцистерна АЦ-40 тата пушар чаçĕнчен пĕр автоцистерна çитнĕ. Палăртнă вăхăтра вут-çулăма парăнтарнă. Вĕрентĕве лайăх хатĕ-рленсе ирттернине палăртнă.

Çак мероприятие хутшăннă организацисемпе учрежденисен ертÿçисене, уйрăм çынсене «Шăмăршă лесничестви» хысна учрежденин директорне В.Глухова, «Вăрман пушар хуралĕ» бюджет учрежденин ертÿçине Ю.Володина, ирĕклĕ пушар дружинисене, 42 номерлĕ пушар чаçĕн, районти полици уйрăмĕн, тĕп больницăн васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан уйрăмăн ĕçченĕсене – вĕрентĕ- ве лайăх ирттернĕшĕн Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕ-сен тата экологи министерствин вăрман фончĕсене сыхлас тата упрас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Изекеев тав тунă.

А.НИКОЛАЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 июня 2013
13:35
Поделиться