Хаваслă ачалăх – ан тух асăмран
Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне халалласа Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕ умĕнче ача садне çÿрекен шăпăрлансем валли чăн-чăн уяв йĕркелерĕç. Кунта пĕчĕкскерсен хаваслă кулли, илемлĕ юррисем ян-ян! кайса инçене саланчĕç. Ачасене савăнтарма нумай кирлĕ-им; Чуна лăпкакан ăшă та ырă сăмахсем, парнесем...
Мероприятие йĕркелекенсем ачасем валли конкурссем ирттерчĕç, шÿт-кулăпа тĕлĕнтерчĕç. Паллах, пĕчĕккисем те парăмра юлмарĕç. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла юрăсем шăрантарчĕç, ташша çаптарчĕç. Вăйăсем те вĕсене килĕ- шрĕç.
Пурнăç чечекĕсем çинчен вĕсен уявĕнче кăна аса илмелле мар. Ачасем валли час-часах хаваслă та интереслĕ конкурссемпе ăмăртусем йĕркелемелле. Унта районти пур ачана та явăçтарма тăрăшмалла. Ачалăх ытла хăвăрт иртсе каять. Çав вăхăта вĕсем ÿснĕçем лайăхпа кăна аса илччĕр. Вĕсен сăн-пичĕ яланах хĕвел шевли пек çиçтĕр, чун-чĕри савăнăçпа çеç тултăр.
А.МИХАЙЛОВ.