Хăнара – ЮТВ телеканал
Кивĕ Шăмăршă ялне «Ĕмĕр сакки сарлака»… рубрика валли ятарлă передача хатĕрлеме Шупашкарти ЮТВ телеканалра ĕçлекенсен пĕр ушкăнĕ килнĕ. Передачăн тĕп геройĕ – Кивĕ Шăмăршăра çуралса ÿснĕ чăвашсен паллă эстрада юрăçи, Чăваш Патшалăх çамрăксен премийĕн лауреачĕ Светлана Яковлева.
Малтанах пултарулăх ушкăнĕ Светлана Михайловна çуралса ÿс- нĕ килте пулчĕ, ашшĕ-амăшĕпе, çывăх тăванĕ-семпе, кÿрши-аршипе паллашрĕ. Светлана ачалăхĕпе çыхăннă вырăнсене те ÿкермесĕр хăвармарĕç. Кайран Васанти халăх краеведени музейне çул тытрĕç. Çак музейра пулас юрăç шкул тапхăрĕн пысăк пайне ирттернĕ тесен те юрать пулĕ. Пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех лара-тăра пĕлмен пĕчĕк хĕр ача музей валли вун-вун ĕлĕкхи япала пуçтарса панă, каярах музейри экспозицисене йĕркелеме те хастар хутшăннă.
Музей çумĕнче ачасен «Мерчен» фольклор ушкăнĕ йĕркеленсен чи хастар та пултаруллă, илемлĕ сасăллă солистка пулса тăнă. Светлана куракансене хăйĕн уçă та янăравлă сассипе нумай хутчен тĕлĕнтернĕ. Уйрăмах чăвашла такмаксем шăрантарма кăмăлланă вăл, чăвашсен авалхи юрри-кĕввине те чунтан юратма, хисеплеме пуçланă. Музей тата ансамбль ертÿçи Г. Ларшников сĕннипе, 9 класс пĕтернĕ хыççăн Светлана Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин фольклор уйрăмне вĕренме кĕнĕ.
Передача йĕркеле-кенсене Светланăн шкулта вĕреннĕ тапхăрĕ пирки класс ертÿçи пулнă Д.В.Вазанова каласа пачĕ. Хăйĕн вĕренекенĕ çапла паллă çын пулнишĕн чунтан хĕпĕртенине тата мăнаçланнине пĕлтерчĕ. З.Антонова та ентешĕн пултарулăхĕ чунтанах савăнтарнине, вăл унăн ачисемшĕн тĕслĕх пулса тăнине пытармарĕ.
Светлана Яковлева юрăç çинчен хатĕрленĕ передача çитес вăхăтрах ЮТВ кабельлĕ телеканалпа эфира тухĕ.
А.ЛАРШНИКОВА.