Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

ШĂМАТ КУН районти шкулсенче вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухакан 95 каччăпа хĕршĕн тата тăххăрмĕш класс пĕтерекен 191 ачашăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Чылайăшĕ пулас утăмсене палăртса хунă та ĕнтĕ. Çанталăкĕ те выпускниксене хурлантарас мар терĕ, хĕвелĕ хĕртсех пăхрĕ. Шкултан тухса каякан яшсемпе хĕрсене учительсемпе ашшĕ-амăшĕ, аслă юлташĕсем, пĕрремĕш вĕрентекенĕсем саламларĕç, пурнăç çулĕ çине тухнă ятпа телейпе ăнăçу сунчĕç.

Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул умĕнче йĕркеленсе тăнă линейкăра шурă саппун çакнă хĕрсемпе костюм тăхăннă каччăсем уйрăмах уйрăлса тăни сисĕнет.

Юлашки шăнкăрав линейкине Ольга Михайловна Еремеева шкул директорĕ уçрĕ. Ун хыççăн райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕн ертÿçи Н.Игнатьева сăмах илчĕ. Вăл выпускниксене ăнăçу сунса, малашнехи пурнăçра хăйсем юратнă профессие суйласа илме сĕнчĕ. Лайăх паллăсемпе вĕренекенсене, тĕрлĕрен конкурссенче, олимпиадăсенче хутшăнса малти вырăнсене йышăннисене грамотăсем парса чысларĕ.

Юлашки шăнкăрав уявне хатĕрленме вун пĕрмĕш класс ачисем сахал мар вăй хунă. Куракансен чунне флешмоб тата вальс ташшисем ытларах тыткăнларĕç. Çакăн пек çĕнĕлĕх кĕртни пурне те килĕшрĕ.

Юлашки шăнкăрав янăраттараканĕсем Дмитрий Смирновпа Валерия Хафизова пулчĕç.

Выпускниксем пĕлтĕрхи йăлана та пăрахăçламарĕç, «Вĕренÿ символĕ» паллă вырăна шăнкăрав çакса хăварчĕç.

Шкулпа сыв пуллашакан çамрăксене çитес экзаменсенче тата малашнехи пурнăçра ăнăçу çеç сунатпăр.

 

Палтиел. Кăçал Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулпа 10 вĕренекен сыв пуллашать. Вун пĕр çул хушши хĕрсемпе каччăсем хуйхипе савăнăçне пĕрле пайланă, халĕ вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ малалла йыхравлать. Вĕсемшĕн пур алăк та уçă. Вĕренекенсен куçĕсенче шăрçаланнă çутă куççуль палăрать. Юлташсенчен, юратнă вĕрентекенсенчен уйрăлма çăмăлах мар пуль çав.

Вун пĕрмĕшсене саламласа, ăнăçу сунса шкул директорĕ Р.Сорокин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К.Сейфутдинов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕн специалисчĕ В.Кузьмина, ачасен ашшĕ-амăшĕ ятĕнчен Ф.Низамова, вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ А.Емдиханова тухса калаçрĕç. Çавăн пекех тăххăрмĕш класра вĕренекенсемшĕн те юлашки шăнкăрав сас пачĕ, вĕсем – çирĕмĕн. Кам пĕлет, тен, хăшĕ-пĕри шкулпа сыв пуллашĕ. Вĕрентекенсене ачасен ашшĕ-амăшĕ ятĕнчен А.Верьяловпа И.Тимофеева тав туса, хĕрсемпе каччăсене экзаменсене ăнăçлă тытма сунчĕç.

Хурлăхлă юлашки шăнкăрава вун пĕрмĕш класпа сыв пуллашакан Гузель Емдихановапа Ренат Хамдеев шăнкăртаттарчĕç.

9 тата 11 классенчен вĕренсе тухакансем асăнмалăх шкула парне те пачĕç – акт залĕ валли чÿрече каррисем.

Линейкăна йĕркелесе ертсе пыраканĕ, ачасен савăнăçĕпе пăшăрханăвне пайлаканĕ директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ С.Сандркина пулчĕ.

 

Пăчăрлă Пашьел. Шкул таврашĕ кĕрлесе кăна тăчĕ юлашки шăнкăрав кунхине. Капăр та илемлĕ тумланнă шкул ачисене пăхса ытармалла мар. Мĕн тери хаваслă вĕсем, ара, çуллахи каникул çывхарать-çке. Вун пĕрмĕш классемшĕн вара хĕрÿ самант – экзамен вăхăчĕ пуçланать. Икĕ класран 27 хĕрпе каччă яланлăхах шкулпа сыв пуллашать. Малашне вĕсене çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕ кĕтет: малалла вĕренме каяс текенсем вĕренÿ учрежденисен алăкĕсене уçĕç, ĕçлес текенсем ĕçлеме кайĕç – веçех хăйсен аллинче.

Пурнăçăн анлă çулне тухнă май шкул пĕтерекенсене шкул директорĕ А.Петров, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Угарин, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕн специалисчĕ Е.Кудряшова, пĕрремĕш вĕрентекенĕсем Н.Ермолаевапа Т.Чамеева, класс ертÿçисем Г.Петровапа В.Сарандаева, ашшĕ-амăшĕ саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Вун пĕрмĕш класри Александр Петровпа пĕрремĕш класри Дарья Копылова юлашки шăнкăрав янăраттарчĕç.

9 класри 21 вĕренекеншĕн те çак кун савăнăçлă та, хурлăхлă та пулчĕ.

 

Карапай Шăмăршă. Хаваслă, çав вăхăтрах вун пĕрмĕш класс пĕтерекенсемшĕн хурлăхлă юлашки шăнкăрав ячĕпе йĕркеленĕ линейкăна аслă вожатăй Т.Степанова уçрĕ. Вĕренÿ çулне пĕтĕмлетме шкул директорĕ Ю.Ермолаев сăмах илчĕ. Хĕрсемпе каччăсене – вĕсем 9-ăн – пурнăçри хăйсен çулне тупма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Килнĕ хăнасем те – район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Денисов, ашшĕ-амăшĕ – саламларĕç.

Юлашки шăнкăрава вун пĕрмĕш класри Олеся Столяровапа Алла Старшова тата пĕрремĕшĕнчи Ольга Полякова пачĕç. Текех шăнкăрав сасси шкулпа сыв пуллашакансене урока йыхравлаймассине туйса янăравлăн та, хурлăхлăн та янăрарĕ.

Пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ илнине çирĕ-плетсе экзаменсем тытма хатĕрленекен 9 классемшĕн те хĕрÿ тапхăр пуçланать. 17 вĕренекенĕн патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытмалла пулать.

А.ЛАРШНИКОВА, А.МИХАЙЛОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 мая 2013
09:06
Поделиться