Вырсарни шкулĕнче
Шăмăршăри христос çурални ячĕллĕ чиркÿ çумĕнче ачасем валли Вырсарни шкулĕ йĕркеленĕ. Вăл çуллен ăнăçлă ĕçлесе пырать. Г.Тихоновапа Л.Тимофеева преподавательсем ачасене – шкулта вĕсем пурĕ 25ĕн – Турă саккунĕсене, Раççейри христианство историне вĕрентеççĕ. Кунсăр пуçне вĕсене Турă халалĕсемпе пурăнма, ырă чун-чĕреллĕ пулма, пĕр-пĕрне пулăшма, ырă сунма хăнăхтараççĕ. Галина Селендеевнăпа Людмила Алексеевна хĕр ачасемпе тата арçын ачасемпе илемлĕ пултарулăх, ал ĕç ăсталăх занятийĕ-сем те ирттереççĕ: Турра мухтакан юрăсем юрласси, Унăн пурнăçĕпе çыхăннă сценкăсем лартасси, чăлха-алсиш çыхма вĕренесси Вырсарни шкулĕнче яланхи йĕрке пулса тăнă.
Г.Тихоновапа Л.Тимофеева йĕркелекен занятисене ачасем тулли кăмăлпа çÿреççĕ. Преподавательсем хăйсен занятийĕ-сене ыйту-хурав, вăйă формисемпе усă курса, иллюстрацисемпе пуянлатса йĕркелени ачасене питĕ килĕшет. Кашни занятие усăллă та ачасемшĕн интереслĕ ирттерессишĕн çине тăрса, хăйсен вăхăтне шеллемесĕр ĕçлеççĕ вĕсем.
Занятисем чиркÿ çумĕнчи уйрăм çуртра иртеççĕ. Çак пÿ- ртре Вырсарни шкулĕ валли уйрăм пÿлĕм уйăрса панă. Унта занятисем кашни вырсарни кун, 14 сехетрен пуçласа 17 сехетчен, пулаççĕ.
Майăн 26-мĕшĕнче çак шкулта вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Çак ятпа ачасене Шăмăршă чиркĕвĕн настоятелĕ – Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн благочиннăйĕ Николай атте ăшшăн саламларĕ, яланах Турă халалĕ-семпе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Тÿлевсĕрех интереслĕ занятисем йĕркелесе пынăшăн вăл Г.Тихоновапа Л.Тимофеева преподавательсене чĕререн тав турĕ.
И.АНАНЬЕВ.