Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Велосипедсемпе – музее

Ачасен тавра курăмне анлăлатас, ĕлĕк-авалхи кун-çула пĕлес, халăхăн йăла-йĕркипе паллашас тĕлĕшпе Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 класра вĕренекенсем биологи вĕрентекенĕ И.Валиев ертсе пынипе Васанти халăх музейне велосипедсемпе çитсе курнă. Çакнашкал мероприятие вĕсем кашни çулах йĕркелеççĕ.

Музейра шкул ачисем хăйсене интереслентерекен нумай экспонантпа паллашнă, музей директорĕ Г.Ларшников каласа панине интересленсех итленĕ. Вĕсемшĕн çак экскурси нумай çĕнĕлĕх уçса панă, пурте кăмăллă юлнă.

9 класра вĕренекенсемпе Ирек Рифкатович Герман Николаевича лайăх кĕтсе илсе музейпа паллаштарнăшăн чĕререн тав тăваççĕ. Ытти шкулсенчи вĕрентекенсен те ачасене унта илсе çитерсе музейпа паллаштарсан питĕ аван пулĕччĕ. Тен, Палтиелсенчен тĕслĕх илсе теприсем те вырăнтан тапранĕç;

А.НИКОЛАЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 мая 2013
09:01
Поделиться