Вăрманта – экскурсире
Тинех, тинех вăхăт çитрĕ! Ачасен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. «Экоцвет» пĕрлешĕвне çÿрекен ачасем велосипедсемпе вăрмана çул тытнă. Унта вĕсемшĕн нумай кĕтменлĕх пулнă. Ахаль ярăнса кăна çÿреме тивмен ачасен, йĕркелÿçĕсем экскурсие усăллă ирттерме тăрăшнă. Вăрманти кайăк-кĕшĕке сассисем тăрăх уйăрма вĕреннĕ, йывăç миçе çулта пулнине чухлама тăрăшнă, кăнтăрпа çурçĕ- ре, тĕрлĕ ÿсен-тăрана, йывăç-тĕме сăнаса уйăрма хăнăхнă. Шыв хĕрринче шапасене сăнаса киленнĕ, ытти хурт-кăпшанкăпа интересленнĕ.
Н.ИГНАТЬЕВА.
"Шăмăршă хыпарĕ"