Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Эпир ташша пит ăста

Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕн аталантарма тăрăшаççĕ. Ачасем валли вĕренÿ программисĕр пуçне тата ытти нумай мероприятисемпе конкурс-ăмăрту йĕркелеççĕ. Кунта ăс пухакансен пултарулăхне районти е республикăри мероприятисенче те пĕрре мар курса тĕлĕннĕ.

Вĕрентекенсем тăрăшсах халĕ вĕренекенсене илемлĕ ташлама хăнăхтараççĕ. Шкулта ку енĕпе республикăн «Ташлакан шкул» проектне хутшăнса концерт ирттернĕ. Унта ачасем вун-вун ташă ташласа куракансене савăнтарнă, хăйсен тумĕсемпе, тыткаларăшĕсемпе, хусканăвĕсемпе тĕлĕнтернĕ.

Халĕ шкулта пурте ташлаççĕ: кĕçĕннисем те, аслăраххисем те çаптараççĕ кăна.

В.ХОРЬКОВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 мая 2013
09:04
Поделиться