Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ăмăртура – дояркăсем

РАЙОНТА машинăпа ĕне сăвакан операторсен (дояркăсен) ăмăртăвĕ иртнĕ. Тупăшăва хутшăннисен хăйсен ĕçри пултарулăхне сăмахпа каласа та, ĕçпе çирĕплетсе те пама тивнĕ. Хĕрÿ те интереслĕ конкурсра пĕрремĕш вырăна сахал яваплă «Шанс» обществăн доярки Нина Харлампьева тухнă, Минзифа Хуснетдинова («Искра» ЯХПК) – иккĕмĕш, Илюза Салахутдинова («Мир» АХО) – виççĕмĕш. «Восход» ЯХПКри Аврора Константинована хастарлăх кăтартнăшăн Дипломпа чысланă.

Н.ВАЗАНОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 мая 2013
09:07
Поделиться