Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ

ЮН КУН, майăн 22-мĕшĕнче, районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Хальхинче ачасен çуллахи канăвне мĕнлерех йĕркелесси, пушарсенчи, шыв управĕсенчи, юхан шывсенчи инкек-синкек çинчен асăрхаттарасси, вĕсене хирĕç мероприятисем хатĕрлесе ирттересси пирки тĕп ыйтусем пулнă.

Районти информаци ушкăнĕсем предприятисене, организацисене, учрежденисене, ял тăрăхĕ-сене çитсе çынсемпе тĕл пулса çак темăсемпе калаçнă, ыйтусем çине хуравланă.

Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Виноградова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Никифоров, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Алексеев ертсе пынă ĕçлĕ ушкăн Пуянкассинчи «Колос» акционерлă хупă общество коллективĕпе тĕл пулнă. Наталья Николаевна районти çур аки пирки те интересленнĕ.

Тепĕр ушкăн Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти учительсемпе канашлу ирттернĕ. Ăна Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен министерствин надзорпа тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ М.Федотов, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Н.Игнатьева ертсе пынă.

Учительсемпе иртнĕ тĕл пулура сăмах ытларах пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне (ЕГЭ) ирттересси, шкулсене учебниксемпе тивĕçтересси пирки пынă.

Суд департаменчĕн управленийĕн Чăваш Республикинчи пуçлăхĕ В.Петров районти прокуратура ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçнă.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăннă ушкăнсем çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăннă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 мая 2013
14:54
Поделиться