Вăрманта асăрхануллă пулăр
Çулла çывхарса пынă май, вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх та пысăкланать. Çавăнпа та вут-çулăмпа пурин те асăрхануллă пулмалла. Кирлĕ-кирлĕ мар вырăнта кăвайт чĕртме те тăрăшмалла мар. Инкек куçа курăнса килмест тенине яланах асра тытса вут-çулăмпа иртĕнмелле мар.
Уйрăмах çамрăксем хăйсен вăхăчĕ-сене хаваслă та интереслĕ ирттерме тăрăшаççĕ. Вĕсем час-часах ушкăнпа вăрмана çул тытаççĕ. Хăрушлăх çинчен манса кайса шашлăк ăшалаççĕ, çав вăхăтрах пирус та туртаççĕ. Паллах, эрех-сăрине те пĕрлех илеççĕ. Ĕçсе ÿсĕрĕлсен вара çынсем часах асăрханулăх пирки манаççĕ. Сÿнтермен пируса та çаплипех пăрахма пултараççĕ, кăвайт та йăсăрлансах юлма пултарать. Çакă вара пысăк инкек патне илсе çитерет, вăрманта пушар алхасма пуçлать. Вут-çулăма пула йывăçсем çунса кĕлленĕç, çывăхри ялсемпе паççулккасем инкеке çакланĕç. Пурте пĕлетпĕр, пушар тухсан нимĕн те юлмасть, «хĕрлĕ автана» чарма та çăмăл мар, вăл веçех тĕп тăвать.
Районта пурăнакан çынсем! Вăрманта кăвайт чĕртме, тархасшăн, ан тăрăшăр. Çут çанталăк пуянлăхне пирĕн упрама тăрăшмалла, ăна пĕтме памалла мар.
Ю.ВОЛОДИН,
вăрманта пушара хирĕç кĕрешекен службăн Шăмăршă участокĕн пуçлăхĕ.