Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пиллĕкмĕш йĕкĕреш ачасем

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче пиллĕк-мĕш йĕкĕреш ачасене шута илнĕ. Хальхинче вĕсем Шăмăршă ял тăрăхĕнче пурăнакан Мордвиновсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Телейлĕ ашшĕпе амăшĕ вĕсене Полинăпа Василиса ят хунă.

Николайпа Татьяна çемйинче йĕкĕрешсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш ачасем. Маларах вĕсен Савелий ывăл çуралнă.

Е.ФЕДОРОВА,

райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертÿçи.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 мая 2013
07:26
Поделиться