Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Димăн – ылтăн, Илюшăн – кĕмĕл

Дуатлон енĕпе Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртусенче Чăваш Ен спортсменĕсем 5 ылтăн тата 2 кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Çак йышра Шăмăршăри «Туслăх» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă, халĕ Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕренекенскер Дмитрий Ефимов тата «Туслăх» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕ Илья Хлюкин та пулнă. Дима – ылтăн, Илья кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

М.ЯКОВЛЕВ,

«Туслăх» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн çумĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 мая 2013
07:30
Поделиться