Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тирпейлĕ кил умĕ – урам илемĕ

Пĕтĕм тавралăх ешĕл тум тăхăнчĕ. Тирпейлĕ урамсем, таса кил умĕсем кăмăла çĕклеççĕ. Шел, хăш-пĕр çуртсем умĕнче строительство материалĕсен юлашкисем, тĕрлĕ ăпăр-тапăр, вутă-шанкă, çÿп-çап, турпассем сапаланса выртаççĕ. Çак тĕксĕм ÿкерчĕк, паллах, кăмăла хуçать. Кил умне тирпейлеме вăхăт нумаях кирлĕ мар, анчах хăш-пĕр çемьесенче ку енĕпе васкани питех сисĕнмест-ха. Пĕр кил умĕ таса марри те пĕтĕм урам илемне пăснине ăнланмаççĕ-шим вĕсем;

Ăнланманнисем пирки вара, Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче административлă право йĕркисене пăсни çинчен» (2003 ç.) саккунĕпе килĕшÿллĕн, тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тивет. Майăн 15-мĕшĕнче иртнĕ административлă комисси ларăвне – ăна райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков ертсе пычĕ – шăпах çакнашкал кил хуçисене чĕнтерчĕç, хăйсен çурчĕсен йĕри-таврашне тирпейлĕ тытмалли пирки аса илтерчĕç, вĕсем тĕлĕшпе çырнă административлă протоколсене пăхса тухрĕç. Чăваш Республикин çÿлерех асăннă саккунĕн 10 статйипе килĕшÿллĕн, Шăмăршăри Карл Маркс урамĕнчи, Васанти Карл Маркс, Пуянкассинчи Карл Маркс, Виçпÿрт Шăмăршăри Ленин урамĕсенчи çуртсен хуçисене – пурĕ 12 çынна – 500-шер тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăнчĕç (саккунра 2000 тенкĕ таран тÿлеттерме пăхса хăварнă).

Кунта çакна та палăртмалла: хăш-пĕрин умĕнче, урамра, темиçе çул ĕнтĕ пурасем лараççĕ. Урам – обществăлла вырăн, патшалăх çĕрĕ. Çавна май, кашни тăваткал метршăн ял тăрăхĕн администрацине аренда укçи тÿлемелле (тÿлев пысăк мар). Çакна районти ялсенчи граждансен асрах тытмалла.

Юлашкинчен çакăн пирки те каласа хăвармалла. Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ – Акатуй пуçланиччен, июнĕн 8-мĕшĕччен, кашни ялти урамсене, кил-çурт умĕсене тирпей-илем кÿмелле.

 

 

 

Ĕмĕтлĕ çыннăн ĕçĕсем пархатарлă

Кивĕ Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Васан ял тăрăхĕн депутачĕ Г.Ларшников чăннипех те хастарлăхпа палăрса тăрать. Ахальтен мар ăна Чăваш Республикин муниципаллă йĕркеленĕвĕн (образованийĕн) Канашлăвĕ çулсерен ирттерекен смотр-конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн) 2009 тата 2011 çулсенче «Республикăри чи лайăх общественник» хисеплĕ ят парса чысланă.

 

Акă, Герман Николаевич пуçарнипе май уйăхĕн пуçламăшĕнче ялти клуб хыçĕнче пушă выртакан лаптăка ял администрацийĕн тата культура ĕçченĕсем 150 тĕпе яхăн чăрăш, хыр тата туя йывăççисен хунавĕсене лартса хăварнăччĕ. Маларах тытнă йывăç картасем ишĕлсе-çĕмĕрĕлсе пĕтнипе çамрăк хунавсене ирĕкре çÿрекен выльăх-чĕрлĕх хуçса-ватса пĕтерес хăрушлăх пурччĕ. Ялти хастарсем Владислав Кудряшов, Алексей Антонов, Эдуард Ларшников, Сергей Сатаров тата Владимир Платонов картана малалла тăсма тимĕр юпасемпе хурçă пралук тата сетка тăрăхĕсем туянма укçа-тенкĕпе спонсор пулса пулăшрĕç. Атнер Яковлевпа Коля Самарин çамрăксем юпасем лартма, Гена Ильин, Яков Терентьев, Валерий Ястребов, Володя Ларшников вара сеткăсене карса вырнаçтарма пулăшрĕç. Хыçал енчи ишĕлме пуçланă картасене вара Герман Николаевич хăех юсаса тухрĕ, ытти ĕçсене пурнăçлассине те, уяв кунĕсене пăхмасăр, йĕркелесе ертсе пычĕ.

Малашне çак карта ăшĕнчи лаптăкра ялти кашни çын, çемье вăрçăра пуçĕсене хунă е хутшăннă тăванĕсен ячĕпе хăйсене килĕшекен йывăçсем лартса хăварма пултараççĕ, вĕсене хăйсемех шăварса пăхса ÿстерĕç.

– Ан тив, ешертĕр ял çумĕнче Салтак вăрманĕ, таврана илем кÿтĕр! – тет хавхаланса пуçаруллă депутат.

Ял варринчи Хĕреслĕ тата Чкалов ячĕллĕ урамсен асфальтлă çулĕсен айккипе те йăмра е çăка йывăççисем лартса ÿстерес тата ял хыçĕ- пе иртекен çул хĕррипе шкул ачисемпе ытти пассажирсен автобус чарăнăвĕ (остановка) туса лартас ĕмĕт те канăç памасть-ха Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, таврари паллă тавра пĕлÿçе Г.Ларшникова. Çак ĕçе пурнăçлама Васан ял тăрăхĕн тата район администрацийĕсем пулăшасса шанаççĕ асъялсем.

Хамăр корр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 мая 2013
10:56
Поделиться