Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Командăпа штаб тренировки

Майăн 16-17-мĕшĕсенче пирĕн районта граждăнла оборонăн командăпа штаб тренировкисем иртнĕ. Çак мероприятисем вăхăтĕнче районти тĕрлĕ службăсем (пушар чаçĕ, полици, васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан служба, газ участокĕ, ветеринари станцийĕ, çыхăну, коммуналлă хуçалăх предприятийĕ, электричество сечĕсем тата ытти те) условнăй чрезвычайлă лару-тăрăва, пушар тата ытти хăрушлăха пĕтерес, «инкеке лекнĕ» граждансене çăлас енĕпе хăйсен задачисене мĕнлерех пурнăçланине тĕрĕсленĕ.

Çÿлерех асăннă службăсем, МЧС сотрудникĕсем Шăмăршăри Космовский урамĕнчи 28 çуртра условнăй газ «сирпĕннипе», «Шанс» ОООн выльăх-чĕрлĕх ферминче çĕпĕр язви «палăрнипе», Шăмăршă вăтам шкулĕнче пушар «тухнипе», Южная урамра çул-йĕр аварийĕ тата больница территорийĕнче террорла акт «пулнипе» çыхăннă вырăнсене çитсе чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерес тата граждансене инкекрен хăтарас тĕлĕшпе хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă.

Çак тренировкăсенче Раççейĕн чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерес тĕлĕшпе ĕçлекен министерствин (МЧС) Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн начальникĕ С.Антонов генерал-майор, унăн çумĕ Ю.Антонов полковник, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, унăн çумĕ В.Петьков пулнă.

Практикăлла тĕллевсене пурнăçланă хыççăн çак вĕренÿсене хутшăннă техникăна пăхса тухнă.

Тренировкăсем мĕнлерех иртнине тата вĕсен кăтартăвĕсене районти чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерес тата граждансене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси (председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков) ларăвĕнче сÿтсе явнă. Унта çак тренировкăсем пуриншĕн те усăллă тата тивĕçлĕ шайра иртнине палăртнă.

(Хамăр корр.)



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 мая 2013
10:53
Поделиться