Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мини-футбол

Шкул ачисен Спартакиади вĕçлениччен нумай та юлмарĕĕ Кĕçех çĕнтерÿçĕсем те паллă пулĕçĕ

 

Мини-футбол енĕпе вĕренекенсен турнирĕ иртнĕ. 1997 çулта çуралнисем тата аслăраххисем хушшинче пĕрремĕш вырăнта Шăмăршă шкулĕн 1 команди, Шăмăршă шкулĕн 2 команди – иккĕмĕш, Васан шкулĕ – виççĕмĕш.

 

1998-99 çулсенче çуралнисенчен Шăмăршă шкулĕн 1 команди – пĕрремĕш, Шăмăршă шкулĕн 2 команди – иккĕмĕш, Кивĕ Чукал шкулĕ виççĕмĕш вырăнсенче вырнаçнă.

 

2000-01 çулхисенчен Шăмăршă шкулĕн 2 команди – çĕнтерÿçĕ, Карапай Шăмăршă шкулĕ – иккĕмĕш, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ – виççĕмĕш.

 

2002 çулта е каярах çуралнисем хушшинче Шăмăршă шкулĕн 3-ĕш команди, Кивĕ Чукал шкулĕ, Васан шкулĕ малти виçĕ вырăна йышăннă.

 

М.ЯКОВЛЕВ, «Туслăх» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 мая 2013
13:36
Поделиться