Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мăн кун – сăваплă уяв

Майăн 10-мĕшĕнче Шăмăршăри «Христос çурални» ячĕллĕ чиркÿре Мăн кун кĕлли иртнĕ, Турă çурчĕ йĕри-тавра хĕреслĕ çул туса çаврăннă. Литургие Шупашкар-Чăваш митрополийĕн Улатăрпа Пăрачкав епископĕ Феодор ертсе пынă.

 

Çак мероприятире район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн IV округĕн (Шăмăршă) благочиннăйĕ Николай Чувашов протоиерей, III округĕн (Патăрьел) благочиннăйĕ Сергий Пегасов, Шăмăршăпа Патăрьел районĕсен священникĕсем тата Православи тĕнне ĕненекенсем пулнă.

 

«Сире пурне те Мăн кун уявĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн тухакан сăмахсемпе саламлатăп, – тенĕ Феодор владыка. – Турă пулăшнипе сирĕн ĕмĕтĕрсем пурнăçланса пыччăр. Сирте яланах ыр кăмăллăх хуçалантăр. Турă халалĕсемпе пурăнни, пĕр-пĕрне пулăшни, ырă сунни сирĕн пата ырăпа таврăнĕ».

 

Феодор епископ уяв молебенне ирттернĕ, çынсене Турă шывĕпе сапса тасатнă. Вăл çавăн пекех тĕслĕ çăмартасене, ытти апат-çимĕçе кĕл туса тасатнă, священниксем вĕсене Турра ĕненекенсене валеçнĕ.

 

Мăн кун кĕлли хыççăн священниксем тата Турра ĕненекенсем чиркÿ тавра Хĕреслĕ çул туса çаврăннă.

 

Шăмăршă çĕрĕ çине килнĕшĕн, чиркÿре кĕлĕ ирттернĕшĕн Николай Чувашов протоиерей Феодор владыкăна ăшшăн тав тунă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 мая 2013
13:36
Поделиться