Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăпа уйăрнă вĕсене

Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланиччен икĕ çул маларах, 1939 çулхи июньте, Виçпÿрт Шăмăршăра ырă хыпар сарăлнă.

Ялти фельдшерпа акушер пунктне чипер медсестра ĕçлеме килнĕ иккен. Çырă çÿçлĕ сăпайлă хĕр чылай каччă чĕрине тыткăнланă. Вĕсем, çамрăк специалистпа паллашас тесе, тĕрлĕ сăлтав тупса медпункта кĕнĕ, анчах çамрăк медсестра чĕри йĕкĕтсенчен пĕрне те йышăнман. Пĕррехинче вара... Пÿлĕ ме яштака пÿ-силлĕ, килĕшÿллĕ сăн-сăпатлă каччă кĕрсе тăрсан хĕрĕн пичĕ кĕрен ункăсемпе тĕрленнĕ, вăтанса пуçне уснă. Пĕрре курсах хĕр чун-чĕрине кам вут хыптарма пултарнă-ши; Ку вăл ялти шкулта учительте ĕçлекен Андрей Шарушкин пулнă. Çапла паллашнă Хайпăлара çуралса ÿснĕ Мария Антипова хăйĕн пулас мăшăрĕпе.

1940 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман каччăпа хĕр пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Часах Маня хăйĕн юратнă мăшăрĕн килне пурăнма куçнă. Андрейĕн амăшĕ, Тяттюк аппа тата ашшĕ, Элексантăр тете, хăйсен çепĕç чĕлхеллĕ те сăпайлă кинне хапăлласа йышăннă. Кинĕ те вĕсене тăван ашшĕпе амăшĕ вырăнне хурса хисепленĕ. Мăшăрĕ ватăсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнăшăн Андрей чунтанах хĕпĕртенĕ.

Телейлĕ мăшăр ирсерен ĕçе утнă. Ял çыннисем вĕсем çине ăмсанса пăхса юлнă. «Маньăпа Андрей пĕр-пĕрин- пе пĕрле пулмах çуралнă пулĕ», – тенĕ вĕсем. Хăйсен телейлĕ çемье пурнăçĕ пурĕ те ултă уйăха кăна пырасси пирки Шарушкинсем шутлама та пултарайман.

Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыва вăрă-хурахла тапăнса кĕрсен ялти арçынсене пĕрин хыççăн теприне фронта ăсатма пуçланă. 1941 çулхи августăн 6-мĕшĕнче Андрей Шарушкин учителĕн те салтака кайма ят тухнă.

Мăшăрне Хĕрлĕ Çара ăсатнă хыççăн 10 кунтан Мария ывăл ача çуратнă. Сăн-пичĕпе ашшĕ евĕрлех пулнă вăл, куçĕсене вара амăшĕнне йĕрлесе илнĕ. Çак вăхăтра Андрей Александрович Саратовра çар ĕçне вĕреннĕ. Мăшăрĕ салтака ывăл çурални, ăна Володя ят хуни пирки çырса пĕлтернĕ.

«Ывăл çурални – маншăн пысăк телей, – çырса янă Андрей Шарушкин. – Володя Тăван çĕр-шывшăн усăллă çын пулса çитĕнесси пирки иккĕленместĕп. Эпĕ фронтра пуç хурас пулсан та Шарушкинсен хушаматне малалла тăсма пултаракан ывăл пур ĕнтĕ халĕ. Ывăлшăн пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп сана, Маня. Унăн телейĕшĕн çапăçма часах вăрçă хирне тухатăп...»

Андрей фронтран çырусем çырсах тăнă. Çак çырусем Маньăна вăрçă йывăрлăхĕсене чăтăмлăн çĕнтерсе пыма çĕнĕ вăй-хăват панă. «Эх, юратнă çыннăм, йывăр вăхăта пирĕн епле пулсан та чăтса ирттересех пулать, – çырнă пĕррехинче салтак. – Тăшмана çапса аркатсанах киле таврăнăпăр, пĕр-пĕр- не тата хытăрах юратăпăр. Володьăна лайăх пăхса усра, вăл салтака юрăхлă ÿссе çитĕнтĕр. Вăхăт çитсен ывăл Тăван çĕр-шывăн тăнăçлăхĕ- пе мирлĕ пурнăçне шанчăклă сыхлатăр. Анчах та унăн нихăçан та ашшĕ пек вăрçăра çапăçмалла ан пултăрччĕ...»

1942 çул пуçламăшĕн- че Шарушкинран çырусем килме пăрахнă. Ял çынни, Владимир Бараев лейтенант, тăванĕсем патне çыру янă. Унта поэт-патриот пĕр хушă Андрей Шарушкинпа пĕрле çапăçни, вăл хăюллă та паттăр салтак пулни, анчах пĕр хаяр çапăçуран каялла тухайманни пирки çырса пĕлтернĕ. Çак хыпара илтсен Маня хăйĕн пĕчĕк ывăлне ыталаса минтере мĕн чухлĕ йĕпетнине пĕр Турă кăна пĕлет пулĕ.

Икĕ уйăхран, çемьене пысăк савăнăç кÿрсе, Андрейран çыру килнĕ. «Пире тăшман тимĕр ункăна хупса хунăччĕ, анчах ăна татса хамăрăннисем патне çитсе ÿкрĕмĕр, – хыпарланă вăл. – Халĕ эпир пехота çар училищинче вĕренетпĕр, офицерсем пулма хатĕрленетпĕр...»

Анчах та виçĕ уйăхранах чĕрене хумхантаракан çыру килнĕ. «Вĕренĕве вăхăтлăха татма тивет, – çырнă Андрей. – Училищĕре курсантсен батальонне йĕркелесе, пире Орел таврашне ăсатрĕç. Унта вара питĕ хаяр çапăçусем пыраççĕ. Санăн сăн ÿкер- чĕкне чуп туса çапăçăва кĕретĕп...»

Текех çырусем çырма шăпа пÿрмен çамрăк учителе. 1942 çулхи августăн 26-мĕшĕнче взвод командирĕн çумĕ Андрей Шарушкин аслă сержант Орел çывăхĕнчи пĕр яла ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунине пĕлтерекен хурлăхлă çыру çитнĕ Виçпÿрт Шăмăршăна.

Çапла сÿннĕ телейлĕ çемье вучахĕ. Мăшăрĕ кĕтнĕ пекех, ывăлне тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ Маня аппа. Владимир Шарушкин институт пĕтерсе инженер дипломне илсен чĕрĕк ĕмĕр ытла çар службинче тăнă, подполковник званийĕпе запаса тухнă. Владимир Андреевич Алтай тăрăхĕн- че пурăнать, çуллен Çимĕк уявĕнче тăван яла килсе каять.

И.АНАНЬЕВ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 мая 2013
15:58
Поделиться