Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пресс-центр пĕлтерет

Районти хуçалăхсенче пуринче те ака ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Вăрлăхсем кашни хуçалăхрах çителĕклĕ. 420 тонна çĕр улмине яровизацилеме хунă.

Кĕрхи культурăсене акнă пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 2510 гектарпа танлашать, 1950 гектара апатлантарнă. Нумай çул ÿсекен курăксем 2687 гектар йышăнаççĕ.

Культиваци тăвасси (5760 гектар) тата сÿрелесси (5800 гектар) те ăнăçлă пырать.

Планпа пăхса хăварнă тăрăх районта çурхи культурăсене 8904 гектар çинче акмалла, 6000 гектар ытларах акнă та ĕнтĕ. Хуçалăхсенче тулă, урпа, сĕлĕ, пĕрчĕллĕ йышши культурăсене акса, туса илĕç.

 

Черетре – çĕр улми

Çурхи уяр çанталăкпа туллин усă курма тăрăшаççĕ «Т.Г.Иванова» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче. Тăри сассиллĕ уй-хире ир-ирех васкаççĕ кунта вăй хуракансем, тÿпене уйăх кармашма пуçласан тин киле таврăнаççĕ. 150 гектар çĕрпе туллин тата пĕлсе усă кураççĕ.

 

– Паян-ыран тулă акса пĕтеретпĕр, – пĕлтерчĕ Татьяна Георгиевна. – Тăхтаса тăма вăхăт çук. Çĕр хăйне юратнине, пĕлсе усă курнине хисеплет. Çавăнпа та çур акине пĕтĕм ака технологине тĕпе хурса пурнăçлатпăр. Тулă вăрлăхне имçамласа акатпăр. Çĕр «апачĕпе» те усă куратпăр.

Тракторсем хирте пĕр кăлтăксăр ĕçлеççĕ. Вĕсене вăхăтра пăхса, юсаса тăраççĕ. Акана 2 МТЗпа Германире туса кăларнă «Джондир» тракторсемпе хутшăнаççĕ.

– Тулă акса пĕтерсен çĕр улми ани çине куçатпăр, – сăмахне тăсать Т.Иванова. – Хатĕрленĕ вăрлăх мĕн чухле çитет – çавăн чухлĕ лартатпăр. «Иккĕмĕш çăкăра» хисеплеме пăрахас марччĕ. Шел, кăçал валли çĕнĕ вăрлăхлă пулаймарăмăр-ха. Çитес çул валли çĕнететпĕрех.

Хресчен хуçалăхĕнчи ĕçсене нумай чухне Ивановсем хăйсен вăйĕпех пурнăçлама тăрăшаççĕ. Кил хуçи те, арăмĕ те трактор-машинăпа çÿреççĕ, ĕçсем пурнăçлаççĕ. Ака вăхăтĕнче «Т.Г.Иванова» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче Анатолий Сидоровпа Сергей Петров ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕçĕпе кăмăллă ертÿçĕ.

– Ÿркенмеççĕ, ĕçе вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ. Кун пек ĕçченсемпе çур акине çăмăллăнах ирттерĕпĕр – пытармарĕ Татьяна Георгиевна.

А.МИХАЙЛОВ.

Карапай Шăмăршă ялĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 мая 2013
16:02
Поделиться