Ентешĕмĕр–"катюша" командирĕ
Пирĕн Кивĕ Чукал ялĕн çыннисем те Аслă Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнă. Фронта ялтан пурĕ 340 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 11-шĕ офицерсем пулнă. Офицерсенчен пĕри – Николай Трофимович Ларионов. Фронтра вăл БМ-13 реактивлă установкăсен («катюшăсен») взвочĕн командирĕ пулса çапăçнă.
Николай Ларионов 1924 çулта июлĕн 20-мĕшĕнче Кивĕ Чукал ялĕнче çуралнă. Çемьери 8 ачаран Николай виççĕмĕш пулнă.
1931 çулта вăл ялти 7 çул вĕренмелли шкулта 1-мĕш класра вĕренме тытăннă. 1938 çулта «5» паллăсемлĕ свидетельство илсен, учитель пулас ĕмĕтпе, Улатăрти педагогика училищине вĕренме кĕнĕ.
1940 çулта Ларионовсен çемйи Алтай тăрăхне пурăнма куçса кайнă. Николай, 2 курс пĕтернĕскер, Барнаулти педучилищĕре заочнăй майпа виççĕмĕш курсра вĕренме пуçланă. Вĕреннĕ хушăрах Сорокински райо- нĕнчи пуçламăш шкул ертÿçинче ĕçленĕ.
1942 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче вун саккăрти Николай Ларионова Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Çамрăк салтаксен вĕренÿ курсне вĕçлесен дипломлă учителе Омскри минометпа артиллери çар училищине вĕренме янă. Шăпах çак училищĕре вĕрентсе хатĕрленĕ те ĕнтĕ тăшмана сехĕрлентерекен БМ-13 реактивлă установкăсен – «катюшăсен» подразделенийĕсен командирĕсене.
1943 çулхи декабрьте çар училищине пĕтерсе лейтенант званийĕ илсен Николай Ларионова Пĕрремĕш Украина фрончĕн 16-мĕш гварди артиллери полкне янă. Унта Кивĕ Чукал йĕкĕчĕ реактивлă 4 установкăран тăракан взвод йышăннă. Кашни установкăна уйрăм автомашина çине вырнаçтарнă пулнă.
Командовани палăртнă координатсем тăрăх залпсем панă хыççăн вырăна кĕске вăхăтрах улăштарса тепĕр çĕре куçасси командирăн тĕп задачи пулнă. Çак хăватлă хĕç-пăшала хăйсен аллине ярса илес, унăн вăрттăнлăхне тĕпчесе пĕлес тесе гитлеровецсен разведчикĕсем нумай тăрăшнă. Тăшман çак установкăсене ункăна çавăрса илес пулсан, вĕсене хамăрăнах сирпĕтсе ямалла пулнă.
Малтанах аслати евĕр кĕмсĕр-тетсе каякан, кайран тăшман еннелле шăхăрса вĕçекен реактивлă снарядсем тăшман вырнаçнă вырăна талккишĕпех вут-çулăм "хирĕ" туса хунă. «Катюшăсен» залпĕсем хыççăн тăшман позицийĕсенче салтаксемпе офицерсем те, танксемпе автомашинăсем те, орудисемпе минометсем те тĕппипех пĕтнĕ.
Пирĕн ентешĕмĕрĕн командир пултарулăхĕ тÿрех палăрнă. Белая Церковь таврашĕнче пирĕн çарсем наступление çĕкленсен, вĕсене хирĕç кĕтмен çĕртен хура хĕреслĕ тăшман танкĕсен пысăк ушкăнĕ сиксе тухнă, вĕсем пирĕн чаçсене орудирен, пулеметсенчен персе пысăк сиен кÿнĕ. Пирĕн атака чарăнса ларнă. «Ларионов лейтенант! – командăланă раци тăрăх артиллери полкĕн командирĕ. – Шанчăклă вырăн йышăнса санăн тăшман танкĕсене тĕп тумалла!» Йĕри-таврара снарядсем вĕç-хĕр-рисĕр çурăлнине пăхмасăр, взвод командирĕ хăйĕн установкисене айлăмрах вырăна илсе тухса танксем еннелле вут-çулăм залпĕ-сене панă. Кун хыççăн васкавлăн тепĕр çĕре куçнă. Танксем пынă вырăнта тимĕр-тăмăр куписем кăна юлнă. Пирĕн çарсем çĕнĕрен наступление çĕкленнĕ. «Маттур Ларионов!» – пĕлтернĕ раципе полк командирĕ. Çак паттăрлăхшăн Кивĕ Чукал каччине «Çапăçусенче палăрнăшăн» медальпе наградăланă.
Взвод командирĕ хăйĕн салтакĕсемпе, водителĕсемпе пĕрле Пĕрремĕш, Иккĕмĕш тата Тăваттăмĕш Украина фрончĕсен йы- шĕнче Украина, Венгри, Румыни, Польша, Чехословаки территорийĕсене тăшманран хăтарнă.
1945 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Николай Трофимович хăйĕн подразделенийĕпе Прага çывăхĕнчи тăшман ушкăнĕ еннелле юлашки залпсем панă. Ку вăл уншăн юлашки залп та, пĕрлех Аслă Çĕнтерÿ салючĕ те пулнă. Çĕнтерÿ кунĕнче взвод командирне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Паллах, унăн гимнастерки çинче маларах тивĕçнĕ орденсемпе медальсем те пулнă.
Вăрçă хирĕсенче пиçĕхнĕ çамрăк офицер, çар училищи пĕтернĕскер, малалла çар службисĕр пурăнма пултарайман. Унра командир пултарулăхне палăртса, çарти кадрсен йышĕнче юлма, службăна малалла тăсма сĕнсен аслă лейтенант хапăл тусах килĕшнĕ.
Николай Трофимович 1966 çулчченех çар службинче тăнă, тĕрлĕ должноçсенче ĕçленĕ. Аслă офицерăн запаса тухас умĕнхи должноçĕ – реактивлă «Град» установкăсен дивизионĕн штаб начальникĕ.
Пенсие тухнăранпа отставкăри полковник Н.Ларионов Белоруссире пурăнать. Кăçал вăл 89 çул тултарать. Хăйсен паллă ентешĕ- пе Кивĕ Чукалсем тивĕçлипе мухтанаççĕ.
Г.МИШКИНА,
Кивĕ Чукалти тĕп шкулти вĕрентекен.