Асамлă юмах
Эпир пурте халапсем юрататпăр, пурнăçра та яланах юмахри пек ырă усала çĕнтертĕрччĕ тесе ĕмĕтленетпĕр.
Ачасемпе тĕрлĕрен кĕнекесем вуланă чухне сăнарсен ырă тата усал ĕçĕсене тишкернĕ май ыррисене тĕслĕх вырăнне хурса ачасене пĕр-пĕрне юратма, хисеплеме, йывăр вăхăтра пулăшма вĕрентетпĕр.
Нумаях пулмасть «Аленушка» ача садĕнчи «Семицветик» ушкăнĕн ашшĕ-амăшĕпе ачасем К.Чуковский çырнă «Цокотуха шăна» юмах тĕнчине лекрĕç.
Ачасем сăвăсем каласа, юрăсем юрласа савăнтарчĕç. Вĕлле хурт, шăрчăк, кукамай (божья коровка), кăпшанкă тумĕсене тăхăнса ташларĕç. Театрализациленĕ юмахăн тĕп сăнарĕсене выляма ашшĕ-амăшĕ пулăшрĕ: М. Краснова, М. Трофимова, М. Елизарова. Çакăн пек мероприятисем ачасен тавракурăмне анлăлатма, творчествăна юратма пулăшччăр тесе тăрăшатпăр.
Уяв усăсăр иртмерĕ, ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те пĕрле ирттернĕ вăхăтпа кăмăллă юлчĕç.
Н. НИКОЛАЕВА,
«Семицветик» вăтам ушкăнăн воспитателĕ.