Янра, тăван чĕлхем!
Чăвашсен просветителĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа Чăваш чĕлхи кунĕнче Пуянкасси ял тăрăхĕн библиотекинче "Янра, тăван чĕлхем!" литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ.
Чăвашсен чуна пырса тивекен илемлĕ кĕвви янăранă май, мероприятие килнисем Аслă патриархăмăрăн пархатарлă пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панине итлерĕç. Литературăпа музыка композицийĕ те питĕ интереслĕ пулчĕ. "Чăвашсен Прометейĕ" электронлă презентацие те пурте кăсăкланса пăхрĕç.
Мероприятие килнисем пурте чăваш наци кĕпе-тумтирĕпе пулчĕç. Ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 3-4 классенче вĕренекенсем И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх йĕркеленĕ викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Ку викторинăра Дмитрий Ефимов, Кристина Алексеевапа Максим Макаров палăрчĕç. Класс ертÿçи Н.И.Пушкина ачасене чăваш чĕлхине юратма вĕрентни тÿрех сисĕнчĕ. "Пучах" ача сачĕн воспитателĕсем Л.Н.Юманова, И.М. Никифорова, М.И.Ефимова тата вĕсен воспитанникĕсем вăйă картине тăрса чăваш юррисене шăрантарчĕç, вăйăсем вылярĕç, такмакласа ташларĕç.
«Чăваш халăхĕн улăпла паттăрĕ» кĕнекесемпе иллюстрацисен тата чăвашсен ĕлĕкхи тĕррисен, килте усă курмалли япаласен куравĕсем мероприятие илем кÿчĕç. Вĕсемпе пурте кăсăкланса паллашрĕç.
Чăвашсен йăли-йĕркине, юрри-ташшине, сăвви-такмакне упраса хăварас тĕлĕшпе ялти "ахаяс" фольклор ушкăнĕ нумай ĕçлет. Пархатарлă ĕçшĕн коллектив членĕсем ялти культурăпа кану центрĕн дирекцийĕн Грамотисемпе парнисене илчĕç. Мероприятисен яланхи спонсорĕсем – "Карла" лавкка заведующийĕ А.Н.Макарова тата "Шемуршинский коопторг" ОООн Пуянкассинчи лавккин ертÿçи Л.М.Юманова Тав çырăвĕпе парнесене тивĕçрĕç.
Н.ФЕДОТОВА, Пуянкасси ял тăрăхĕн библиотекин библиотекарĕ.