Улăпсене халалласа -чупу
Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнăрапа 165 çул, "Хыпар" хаçат никĕслевçи Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнĕ май республикăра çăмăл атлетика чупăвĕ иртнĕ.
Чупу Тутар Республикинчи Кăнна Кушки ялĕнче апрелĕн 25-мĕшĕнче старт илнĕ. Шăмăршă çĕрĕ витĕр те чупакансем тухнă. Кунта вĕсене çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа Пуянкассинчи "Ахаяс" фольклор ушкăнĕ кĕтсе илнĕ.
Чупăва хутшăнакансем Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулнă, вĕсене чупăвăн тĕллевĕпе паллаштарнă. Кĕскен чăваш халăхĕн Улăпĕсем çинчен каласа панă.
Эстафетăна малалла Патăрьелсем йышăннă. Çапла вара район хыççăн район улшăнса пырса чупу апрелĕн 30-мĕшĕнче "Хыпар" хаçат никĕслевçин çуралнă кĕтесĕнче вĕçленет.
В.АНТОНОВ, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕн специалисчĕ.