Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Руль – шанчăклă алăра

Пушар хуралĕнче автомашинăсем яланах юсавлă, водителĕсем опытлă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăмăршăри 42 номерлĕ пушар чаçĕнчи водительсем хăйсене шанса панă пушарсем сÿнтермелли ГАЗ-66, УРАЛ-375, ЗИЛ-130 тата КамАЗ автомашинăсене яланах юсавлă тытма тăрăшаççĕ. Вĕсен автомашинисем талăкăн хуть хăш сехетĕнче те çула тухма хатĕр. Чаçри опытлă водительсенчен пĕри – И.Старшов.

тĕмĕшле водитель стажĕ 32 çулпа танлашать. Пушар чаçне киличчен, 1991 çулччен, вăл МСОра, "Сельхозхимия" пĕрлешÿре ГАЗ-52, Зил-130, КамАЗ маркăллă автомашинăсемпе ĕçлесе пысăк опыт пухнă.

– Малтан мана чаçра ГАЗ-66 автомашина шанса пачĕç, – каласа парать И.Старшов. – Хамăр караулти юлташăмсемпе пĕрле çак автомашинăпа районти чылай яла çитсе пушарсем сÿнтернĕ. Каярахпа ЗИЛ-130 тата УРАЛ-375 автомашинăсемпе ĕçлеме тÿр килчĕ. Тÿрех каламалла: çак автомашинăсем – хăватлă та шанчăклă. Вĕсемпе кирек мĕнле çанталăкра та кĕске вăхăтрах инкек тухнă яла çитме, хуть хăш тăкăрлăкпа та пушар тухнă вырăна çаврăнса кĕме пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ çак автомашинăсемпе Тăван çĕр-шывăн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсенче те анлăн усă кураççĕ.

5 çул каялла районти пушар чаçне Чăваш Республикин граждăнла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерекен патшалăх комитетĕнчен пушар сÿнтерекен тепĕр хăватлă техника – 8 тонна шыв илме пултаракан КамАЗ уйăрнă. Ку автомашинăна чаç ертÿçисем опытлă водителе – И.Старшова шанса панă. Иван Васильевич çак техникăна пăхсах тăрать.

Пушар чаçĕнчи службăна 4 караула пайласа йĕркеленĕ. Кашни караул дежурствăра талăкĕпех тăрать (8 сехетрен пуçласа тепĕр ирхинеччен). Пĕрремĕш караула – Г.Измайлов, иккĕмĕшне – Г.Ларионов, виççĕмĕшне – А.Низамов, тăваттăмĕшне А.Муляков ертсе пырать. И.Старшов хăйĕн тивĕçне тăваттăмĕш караулта пурнăçлать. Иван Васильевичпа юнашар, начальниксăр пуçне, З.Гадиев водитель тата П.Краснов пушарник вăй хураççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса та килĕштерсе ĕçлеççĕ вĕсем. Ĕç дисциплини – тĕп вырăнта. Вăл е ку ялтан инкек пирки хыпар çитсенех караул инкек тухнă вырăна тухса каять, вут-çулăма сÿнтерес, унăн çулне пÿлес тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвать.

И.Старшов пушар чаçне ĕçлеме килнĕренпе 22 çул çитнĕ ĕнтĕ.

– Иван Васильевич – çирĕп дисциплинăллă тата сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан опытлă водитель, – терĕ пушар чаçĕн начальникĕ А.Фомин. – Унăн ĕçне тĕрĕслесе тăмалла мар. Хăйне шанса панă техникăна тирпейлĕ тытать, коллективра ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать.

И.Старшовсăр пуçне, коллективра пĕр улшăнми 20 çул ытла ĕçлекенсем татах та пур иккен. Вĕсем - караул начальникĕсем А.Низамовпа Г.Ларионов тата В.Кузьмин водитель. Чылай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан çак ĕçченсем – çамрăк пушарниксен наставникĕсем те.

Туслă çемье пуçне, икĕ ача ашшĕне, икĕ мăнукăн аслашшĕне, пушар чаçĕн пысăк стажлă водительне И.Старшова пархатарлă ĕçшĕн 3 медальпе, Чăваш Республикин граждăнла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерекен патшалăх комитечĕн, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

И.АНАНЬЕВ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 мая 2013
16:45
Поделиться